Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи лайăх ача сачĕсене палăртрăмăр

Чи лайăх ача сачĕсене палăртрăмăр

Округри ача сачĕсем хушшинче «Чăваш Енри чи лайăх ача сачĕ _ 2024» республика конкурсĕн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ. Ун тĕллевĕ: шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсен педагогĕсен ĕç опычĕпе паллашасси тата ăна сарасси, шкулчченхи пĕлĕвĕн пахалăхне ỹстересси, округри ача сачĕсен имиджне çĕклесси.

Тăватă номинаципе йĕркеленĕ конкурса шкулчченхи пур вĕренỹ учрежденийĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем шăпăрлансемпе туса ирттерекен ĕç-пуçа сăнлакан видеороликсене тăратрĕç.

«Раççей халăхĕн традицийĕнчи ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхне аталантаракан чи лайăх ача сачĕ» номинацире округ центрĕнчи «Сказка» ача сачĕ çĕнтерчĕ.

«Экологи воспитанийĕ паракан чи лайăх ача сачĕ» номинацире Шăмăршăри «Аленушка» ача сачĕ мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта _ «Ромашка» (Шăмăршă), виççĕмĕшĕнче _ «Василек» (Карапай Шăмăршă) ача сачĕсем.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене чунтан саламлатпăр, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре çитĕнỹсем тума çирĕп сывлăх, иксĕлми хавхаланупа пысăк ăнăçу сунатпăр.

Е.Ефимова, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн методисчĕ.



Редакция Шемуршинской районной газеАУ «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести») Минцифры Чувашии
20 ноября 2024
15:07
Поделиться