Картишĕнчи юра - çул çине
ЮРТАН ытлашши нимĕн те çук хальхи вăхăтра. Урамра та, кил-çурт умĕнче те, картишĕнче те юр нумай. Тасата-тасата ывăнатăн, вара каллех алла кĕреçе тытса юр ывăтатăн...
...Шел те, нумайăшĕ картишĕнчен кăларнă юра урама тăкать, çапла çула пỹлсех лартать. Çăмăл автомашинăсене çеç мар, çуран çынсене те иртсе çỹреме йывăр. Енчен те ялта инкек сиксе тухас пулсан? Ял варринчех путса ларнă техникăна кам сĕтĕрсе кăларĕ?
Юра çул çине мар, темиçе метр аяккине тăкасчĕ. Вара çул уçса тăракан фермерсем те, ял çыннисем те тарăхмĕччĕç. Ял территори уйрăмĕсен кун пирки халăха ăнлантарса памалла, йĕркене пăхăнманнисене штраф тỹлеттересси çинчен аса илтермелле.