Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сармантейĕн сар чăххин çăмарти мĕншĕн хаклă-ши?

Сармантейĕн сар чăххин çăмарти мĕншĕн хаклă-ши?

ШĂМĂРШĂРИ лавккасенче чăх çăмартин хакĕ нумай ỹссе кайни халăхра тĕрлĕ сас-хура çуратрĕ. Чылайăшĕ Чăваш Республикинче чăх-чĕп ĕрчетес ĕç хавшаса çитнĕ тесе шутлать, хăш-пĕр фабрика та хупăннă имĕш.

Çак ыйтупа эпир Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине шăнкăравларăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ пире министр çумĕ Ольга ЕГОРОВА:

- Шупашкарта та, ытти хуласемпе округсенче те лавккара çăмарта пĕтнĕ тĕслĕх пулман, - терĕ Ольга Егорова. - Тавар туянакансене унпа туллин тивĕçтереççĕ.

Чăн та, çăмарта хакĕ ỹссе кайнине йышăнмаллах. Пирĕн республикăра çăмарта, чăх ашĕ туса илекен, чĕп кăларса çитĕнтерекен тăхăр организацирен çăмарта чи нумай сутаканни - Муркашри чăх-чĕп фабрики. Кунта 2023-çулта 4 чăх вити тунă, кашнине çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çывăх вăхăтрах производствăна хута ямашкăн ирĕк илме документсем пухаççĕ. Тăватă витере тата 100 пин чăх çăмарта тума пуçласан муркашсем производствăна паянхинчен чылай ỹстерĕç.

Республика иртнĕ çул çăмарта сахалрах илме пуçланин сăлтавĕ Канашри ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикипе çыхăннă. Кунта инвестор улшăннă, фабрика хупăнас патнех çитнĕ. Çĕнĕ инвестор ĕçе йĕркелесе яма пуçăннă ĕнтĕ, чĕп туянса витесене тултарнă. Чăхсем кăçалхи март-апрель уйăхĕсенче çăмарта тума пуçламалла. Чулхуларан килнĕ çĕнĕ хуçа производствăна модернизацилесе пысăклатма тĕллев лартнă. Ăна пурнăçласан Чăваш Енре çăмарта иртнĕ çулхисенчен нумайрах пулмалла, çапла вара унăн хакĕ те йỹнелмелле.



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
30 января 2024
09:18
Поделиться