Геннадий Макаров: «Чи кирли - хăвна шанмалла»
«ТЕЛЕЙ вăл çын ăçта пурăннинчен мар, мĕнле пурăннинчен килет, - тетчĕ нумай çул хушши ял хуçалăхĕнче тăрăшса ырă ят çĕнсе илнĕ Николай Васильевич Макаров. - Çын хăйне ĕçре тупать. Пур ĕç те малтанхи утăмран, пĕчĕкрен пуçланать. Ĕç ăнса пырасси пĕтĕмпех хамăртан, пирĕн тăрăшулăхран килет».
Çак сăмахсене Николай Васильевичăн ывăлĕсем - Геннадипе Олег - яланах асра тытаççĕ. Ашшĕ - енчен те халь-халь чĕрĕлсе тăрас пулсан - ывăлĕсемпе çав тери савăннă тата мухтаннă пулĕччĕ.
Пĕр тăван Макаровсем - Шăмăршă муниципалитет округĕнче çеç мар, республикăра та паллă фермерсем. Тетĕшĕпешăллĕ мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетсе ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăваçĕ.
Пытармалли çук: «диван çинчи критиксем» хальхи пурнăçа хурлама хăнăхса кайрĕç, ыттисене те: «Пурте - япăх, пурте - арканнă», - тесе ĕнентерме пăхаççĕ. Вĕсен сăмахне итлекенсем пурри хытă пăшăрхантарать. Лайăххине, çынсен тăрăшулăхне мĕншĕн курмастăр-ха? Е асăрхас килмест-и?
Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче аркатса юхăнтарнă ял хуçалăхĕ паян ура çине çирĕп тăма пуçланине курас килсен, Пуянкасси ял территорийĕн уйрăмне кайса пăхăр. Кунта «Колос» Агрофирма» тата «Победа» ОООсем çеç мар, пĕр тăван Макаровсем, Надежда Угарина тата Борис Поляков фермерсем ĕçре çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ.
Сăмахăма Макаровсем çинчен пуçларăм пулсан, малалла та вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарам-ха.
Геннадий Макаров 2018-çулта «Çемье ферми» проект хатĕрлесе 10 миллион тенкĕ патшалăх грантне çĕнсе илнĕччĕ. Çак укçапа 103 пуç сăвăнакан ĕне вырнаçмалли ферма туса лартрĕ. Çемье ферминче халĕ 4 вите, пурте выльăхпа тулнă. Геннадий Николаевич 2022-çулта 7,8 тонна аш-какай, 575 тонна сĕт туса илнĕ. 2023-çулхи ĕç кăтартăвĕсем вара тата пысăкрах: 12,1 тонна аш-какайпа 627,4 тонна сĕт туса илме пултарнă. Пĕлтĕр кашни ĕнерен 6091 килограмм сĕт суни те - юлашки çулсенчи чи лайăх кăтарту.
Фермер пурĕ 267 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 103 пуç сăвăнакан ĕне усрать. Ĕнесем пурте - сĕт нумай антаракан хура-ула ăратли.
- Çак ăрат пирĕн тăрăхра лайăх ỹсет, сĕтри çу хисепĕ - 3,7-3,8 процентпа танлашать, - каласа парать Геннадий Макаров. - Çав вăхăтрах пысăк тушкаллă выльăха апат та нумай кирлĕ. Рационта утă, тымар çимĕç, силос, концентрат çителĕклĕ пулмалла, çуллахи вăхăтра ешĕл курăк умран ан татăлтăр.
Йыша ỹстерсех пыратпăр: иртнĕ çул Ульяновск облаçĕнчи ăратлăх енĕпе ĕçлекен предприятирен тата 15 пуç пушмак пăру туянтăмăр.
Олег Макаров хуçалăхĕпе те паллашрăмăр çак кун. Фермер 56 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрать. 2023-çулта 15,7 тонна аш-какай туса илнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма Олег Николаевича «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа 2019-çулта 3 миллион тенкĕ грант çĕнсе илни нумай пулăшнă.
Макаровсем - тетĕшĕпе шăллĕ - пĕр-пĕринпе çав тери килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем туслă коллектив йĕркеленĕ. Евгений Афанасьев тракторист, ĕнесемпе пăрусене пăхакан Наталия Макарова, Людмила Алексеева, Татьяна Петрова, Лариса Мресова, Ирина Ефимова тата Луиза Казеева, ытарлăн каласан: «Юрла-юрла ĕçлеççĕ!»
Çакăн пек пулмалла та чăн-чăн ĕç коллективĕнче. Йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пымалла.
- Чи кирли - хăвна шанмалла, - çирĕппĕн каларĕ пирĕнпе сыв пулашнă чух Геннадий Макаров. - Пысăк ĕçе пуçăнма хăраса тăмалла мар. Акă иртнĕ çул эпĕ ACROS-558 комбайн туянтăм, шăллăм 3С-4,2 маркăллă тĕш тырă акакан сеялка илчĕ. Кивçене кĕрсе пулин те (АПК «60х40» программипе) çĕнĕ техника туянма хăрамарăмăр. Сывлăх пулсан, парăма çывăх çулсенче парса татăпăр. Техника хакĕн 40 процентне патшалăх субсиди парса пулăшни кăмăла çĕклет.
ПУЛĂШУ малашне те пулĕ. Ял хуçалăх министерствинчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, паян республикăра пĕчĕк хуçалăхсене 4 енлĕ пулăшу килет. 2023-çулта фермерсемпе кооперативсене 63 грант панă. Патшалăхран килнĕ укçа калăпăшĕ - 372 миллион тенкĕ. Пĕр пайĕ - федераци, тепĕр пайĕ республика бюджетĕнчен. Пуçлакан фермерсене паракан чи анлă сарăлнă грантсенчен пĕри - «Агростартап». Ку пулăшу «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн килет.
Фермерсене ура çине тăмашкăн пулăшакан тепĕр грант - «Перспектива». Ку - регионти пулăшу. Пĕлтĕр ăна 21 фермер тивĕçнĕ. Çĕр çырли çитĕнтерекенсем - 8 çын, сурăх ĕрчетекенсем - 7 çын, аквакультурăна аталантаракансем 6 çын пулнă. Пĕтĕмпе 99,8 миллион тенкĕ тăкакланă.
Республика шайĕнче ĕçлекен «Перспектива» гранта кăçалтан тата икĕ ен хутшăннă: ял туризмĕ тата пахча çимĕç.
Кăçал Раççей Правительстви çĕр ĕçченĕсене пулăшма 8 миллиард тенкĕ яхăн укçа уйăрма пăхнă. Пĕлтĕр вара фермерсене 6 миллиард тенкĕлĕх пулăшу панăччĕ.