Чарăнма пĕлмерĕ çил-тăман
Чаплă поэтăмăр Александр Сергеевич Пушкин çырнă çак сăвă кăçалхи январь уйăхĕнчи урăм-сурăм çанталăка сăнланă пекех туйăнать:
Пĕлĕте хуплать çил-тăвăл,
Пăлтăр-пăлтăр çавăрать.
Е выç кашкăр пек улать вăл,
Е ача пек макăрать.
Январĕн 19-21-мĕшĕсенче чарăнма пĕлмесĕр çил-тăман вĕçтерчĕ, ялти тата ялпа ял хушшинчи çула хулăн юр хỹсе лартрĕ. «Çанталăка шалкăм çапнă», - теççĕ кун пек чух çул çинче ĕçлекенсем. Тухма-кĕме май çук, юрать-ха пĕр-пĕринпе тата ятарлă службăсемпе кĕсье телефонĕпе çыхăнатпăр.
Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ çак кунсенче çарти штаба аса илтерет. Округ пуçлăхĕ Сергей Галкин вырăнсенчи лару-тăрăва оперативлă ертсе пыни, çулсене юртан тасатма 17 единица ятарлă техника хутшăнтарни инкек-синкек сиксе тухасран сыхланма май пачĕ. Пĕтĕм округ - фермертан пуçласа килти хуçалăхра трактор тытакан çынсем таранах - юр тыткăнĕнчен çăлăнассишĕн пыракан кĕрешĕве хутшăнчĕ.
Чăнах та, техника кашни урамах çитеймесен те пултарнă, анчах ял территори уйрăмĕсен начальникĕсем, депутатсем, старостăсем çитменлĕхе вăхăтра пĕтерессишĕн тăрăшнине палăртмаллах. Ачасене шкул автобусĕсем турттарнă, садиксем йĕркеллех ĕçленĕ, васкавлă пулăшу чĕннĕ çĕре çитме тăрăшнă.
Çак йывăр та кăткăс лару-тăру Шăмăршă округĕнчи халăхăн чăтăмлăхĕпе паттăрлăхне тепĕр хут тĕрĕслерĕ.
Çанталăк лăпланчĕ теме çук-ха, синоптиксем юр çăвасси, çил-тăман та вĕçтересси çинчен систереççĕ. Апла пулсан, пирĕн пĕр самант та лăпланма юрамасть, юрпа кĕрешме пурсăмăрăн та хатĕр тăмалла. Кам - техникăпа, кам - кĕреçепе уçмалла юра. Кил умĕнчи пĕчĕк сукмака, лавкка патне е фельдшерпа акушер пункчĕ тĕлне илсе çитерекен ансăр çула кĕреçепе тасатни те – пулăшу.
Айтăр-ха йывăрлăха пĕрле тỹссе ирттерер, ял-йышăм, пĕрлехи вăйпа çут çанталăк кăларса тăратнă пăтăрмаха çĕнтерер, çак кăткăс тапхăрта çирĕп дисциплинăпа йĕркелĕх кăтартар!