Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăсем - çирĕп сывлăхшăн

Шăмăршăсем - çирĕп сывлăхшăн

ФИЗКУЛЬТУРĂПА спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе Шăмăршă муниципалитет округĕнче «Спорт _ пурнăç норми» регион проекчĕ ĕçе кĕрет. Çак проектпа килĕшỹллĕн, Васан ял территори уйрăмĕнче хоккей площадкине çĕнетнĕ, Карапай Шăмăршăра çутатса тăракан йĕлтĕр трассине реконструкци тунă.

Календарь планĕпе килĕшуллĕн, 2023-çулта округра 100 ытла спортпа массăллă ĕçсен мероприятине ирттернĕ. Пирĕн патăмăрта çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, армреслинг, йĕлтĕр спорчĕ, самбо, баскетбол тата шывра ишесси аталансах пырать.

Юлашки çулсенче ял территори уйрăмĕсенче ГТО нормисене йышăнма ятарлă площадкăсем йĕркелерĕç. Шăмăршăри «Туслăх» ДЮСШ площадкинче 20 ытла тренажер, турник тата физкультура упражненийĕсем тумалли ытти тĕрлĕ май пур.

В.АНТОНОВ,

муниципалитет округĕн администрацийĕн спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ.



23 января 2024
10:04
Поделиться