Кашни чечек, кашни лĕпĕш хаклă..
ЯНВАРЬ уйăхĕ уявсемпе савăнтарсах тăчĕ. Акă çак уйăхăн 11-мĕшĕнче Заповедниксемпе наци паркĕсен кунне анлăн паллă турăмăр. Вăрманпа пуян çут çанталăклă Шăмăршă тăрăхĕнче те тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Библиотекăсенче заповедниксемпе наци паркĕсем çинчен калаçу йĕркеленĕ, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнă. «Çăлăну утравĕ _ заповедник» кĕнеке выставки те ачасене экологи пĕлĕвĕ пама нумай пулăшĕ.
Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 7-8-классенче вĕренекенсем Наци паркĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Тăватă командăна пайланса, ачасем çут çанталăкпа çыхăннă тупмалли юмахсен тупсăмне тупассишĕн, флорăпа фауна вăрттăнлăхĕсене уçса парассишĕн тупăшрĕç. «Хĕрлĕ кĕнекене» кĕртнĕ ỹсен-тăранпа чĕр чунсене пĕлессипе хăйне евĕр экзамен ирттерчĕç.
Интереслĕ мероприяти хыççăн çĕнтерỹçĕсене асăнмалăх сувенирсемпе тата Дипломсемпе чысларăмăр.
Çулталăк тăрăшшĕнче çакăн пек тĕл пулу нумай пулĕ-ха, çут çанталăк тусĕсене эпир «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче хапăл тусах кĕтетпĕр.
Сăмахăма вĕçленĕ май, экскурсие килнĕ пĕр хĕр ача çырнă çак йĕркесене вулама сĕнесшĕн:
«Кашни чечек, кашни лĕпĕш хаклă,
Упрама пĕлер пуянлăха.
Пурнăçа савса кам йывăç лартнă _
Усă кỹнĕ çав çын халăха!
С.ЛАРИОНОВА,
«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн методисчĕ.