Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Пăва хули - аякра, нуша килсен - каймаллах...»

«Пăва хули - аякра, нуша килсен - каймаллах...»

УЛЬЯНОВСК облаçĕн патшалăх архивĕнче ман аллăма «Список населенных мест Симбирской губернии. Издание Губернского правления. 1884 год» кĕнеке лекрĕ. Тахçантанпах шыраттăмччĕ ăна, пирĕн тăрăхри ялсем 140 çула яхăн каялла мĕнлерех пулнине питĕ пĕлес килетчĕ.

Кĕске справкăра Чĕмпĕр кĕпĕрни ун чух 8 уес хулине пĕрлештернине асăннă. Чĕмпĕр, Сенгилей, Сызрань, Карсун, Улатăр, Ардатово, Курмыш, Пăва хулисем çинчен кĕскен çырса кăтартнă. Кĕпĕрнере 719 православи чиркĕвĕ, 148 мечĕт ĕçленине палăртнă.

Мана, паллах, Пăва уесĕ ытларах интереслентерчĕ. Çак уесра 286 ял пулнă иккен, 24963 кил-хуçалăхра 155665 çын _ 77482 арçынпа 78183 хĕрарăм пурăннă. Уес территорийĕнче 39 православи чиркĕвĕпе 70 мечĕт ĕçленĕ, вырăс чĕлхипе вĕрентекен 39 шкулпа тутар чĕлхипе пĕлỹ паракан 56 шкул пулнă.

«Шамккай вулăс центрĕ _ Чиркỹллĕ Шамккай _ Пăва уес центрĕнчен 75 çухрăмра вырнаçнă, _ тенĕ «Список населенных мест Симбирской губернии» справочникре. _ Шамккай ялĕнче (салинче) 140 кил-хуçалăх шутланать, вĕсенче 355 арçынпа 370 хĕрарăм пурă- нать».

Малалла хăш ялта миçе çурт пулнине тата миçе çын пурăннине илсе кăтартнă: Вырăс Чукал ялĕнчи 75 кил-хуçалăхра _ 230 арçынпа 291 хĕрарăм, Асанкассинчи 100 кил-хуçалăхра _266 арçынпа 240 хĕрарăм, Пăчăрлă Пашьелĕнчи 155 кил-хуçалăхра _ 429 арçынпа 415 хĕрарăм, Варваринăри 4 кил-хуçалăхра _ 13 арçынпа 17 хĕрарăм, Улмаллăра 52 кил-хуçалăхра _ 180 арçынпа 165 хĕрарăм, Никишинăри (Никитино) 68 кил-хуçалăхра _ 232 арçынпа 234 хĕрарăм, Кивĕ Чукалти 125 кил-хуçалăхра _ 330 арçынпа 338 хĕрарăм, Шумăри эрех завочĕ çумĕнчи паççулккăри 18 кил-хуçалăхра _ 60 арçынпа 56 хĕрарăм, Пăчăрлă Пашьел çывăхĕнче сукна фабрикин паççулккинче 11 кил-хуçалăхра 200 арçынна 150 хĕрарăм пурăннине шута илнĕ.

Шăмăршă вулăс центрĕ _ Чиркỹллĕ Шăмăршă ялĕ (сали) _ Пăва уес центрĕнчен 48 çухрăмра вырнаçнине, 63 кил-хуçалăхра 165 арçынпа 191 хĕрарăм пурăннине асăннă.

Хальхи пурнăçра 48 çухрăм инçе те мар пек, анчах ун чух пĕртен-пĕр транспорт лаша пулнине тата хирти çулпа çеç çỹреме тивнине шутласан, инçе çул теме те пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра çакăн пек такмак та çỹренĕ:

«Пăва хули _ аякра,

Нуша килсен _ каймаллах.

Уес хуçи каçармасть,

Улпут пире ăнланмасть»

(И.И.Одюков 1951 çулта Çĕнĕ Шăмăршăри И.А.Кудряшовран çырса илнĕ, ЧНИИ архивĕнчен).

Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнчи 32 кил-хуçалăхра _ 91 арçынпа 101 хĕрарăм, Кивĕ Шăмăршăри 47 кил-хуçалăхра _ 149 арçынпа 162 хĕрарăм, Ярăславри 67 кил-хуçалăхра _ 198 арçынпа 192 хĕрарăм, Васанти 75 кил-хуçалăхра _ 252 арçынпа 227 хĕрарăм, Хайпăлари 52 кил-хуçалăхра _ 140 арçынпа 179 хĕрарăм, Кахăрлă Шăхалĕнчи 34 çуртра _ 109 арçынпа 105 хĕрарăм, Пуянкассинчи 61 кил-хуçалăхра _ 195 арçынпа 190 хĕрарăм, Палтиелĕнчи 232 кил-хуçалăхра _ 726 арçынпа 654 хĕрарăм, Патирекри 105 кил- хуçалăхра _ 295 арçынпа 300 хĕрарăм, Тури Чаткасри 67 кил-хуçалăхра _ 175 арçынпа 201 хĕрарăм, Анат Чаткасри (Николаевское) 92 кил-хуçалăхра _ 286 арçынпа 295 хĕрарăм, Виçпỹрт Шăмăршăри 90 кил-хуçалăхра _ 296 арçынпа 306 хĕрарăм, Ирçе Тĕккинчи 60 кил-хуçалăхра _ 163 арçынпа 170 хĕрарăм, Энтĕрьелĕнчи 39 кил-хуçалăхра 123 арçынпа 132 хĕрарăм пурăннă.

Шăмăршă тата Шамккай вулăсĕсемсĕр пуçне, справочникре Пăва уесĕнчи Турхан вулăсне те шыраса тупрăм. Пирĕн Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн (справочникре «Туринчик» тесе çырнă) ялĕсем шăпах çак вулăса кĕнĕ вĕт-ха. Карапай Шăмăршăри 80 кил-хуçалăхра _ 252 арçынпа 245 хĕрарăм, ÇĕнĕТăрăнти 24 кил-хуçалăхра 82 арçынпа 58 хĕрарăм пурăннине пĕлтернĕ.

Справочникре Шамккай вулăсĕнче 2 чиркỹ, Шăмăршă вулăсĕнче 5 чиркỹ ĕçленине те асăннă.

Тепĕр интереслĕ япала: Сызрань уесĕнчи Никольск вулăсĕнче те 171 кил-хуçалăхлă тата чиркỹллĕ Шăмăршă ятлă яла шута илнĕ. Унта 510 арçынпа 590 хĕрарăм пурăннă.

Çак ял паян та упранса юлнă, халĕ вăл Ульяновск облаçĕн Кузоватово районне кĕрет. Ун çинчен эпĕ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ. Тен, пирĕн аякри Шăмăршăпа туслă çыхăну йĕркелемелле? Чăн малтан, ман шухăша культура ĕçченĕсем хапăл тăвасса шанатăп. Историре эпир пĕлмен пулăм тата вăрттăнлăх питĕ нумай, хамăрăн çывăх тăвансене те Кузоватово районĕнчи Шăмăршă ялĕнче шыраса тупмалла мар-ши?



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
18 декабря 2023
15:34
Поделиться