Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Путин 2024-çултан çĕнĕ çитĕнỹсем кĕтет

Путин 2024-çултан çĕнĕ çитĕнỹсем кĕтет

Декабрĕн 14-мĕшĕнче _ кĕçнерникун _ Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк пресс-конференци формачĕпе 2023-çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, ăна тỹрĕ линипе çыхăнтарнă. Президент çак мероприятие килнĕ журналистсемпе тĕл пулнă тата вĕсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравланă. Пресс- конференцие «Первый», «Россия 1», «Россия 24», «НТВ», «Мир», ОТР телеканалсем, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» радиостанцисем трансляциленĕ.

Кăçалхи пресс-конференцире Президент прессăпа пĕрлех граждансен ыйтăвĕсем çине те хуравласа пынă. Çакна палăртмалла: Раççей гражданĕсен питĕ пысăк пайĕ Владимир Путинăн ĕçне ырланине тата ăна пулăшма хатĕр пулнине пĕлтернĕ, патшалăх пуçлăхĕн должноçĕнче малалла та тухăçлă ĕçлесе пыма ырă суннă.

Раççей çыннисем «тỹрĕ линие» 2 миллион ытла ыйту ярса панă. Пĕр ыйту та манăçа юлмĕ, вĕсене пурне те тĕплĕн пăхса тухаççĕ тата 2024-çул тăрăшшĕнче татса параççĕ.

«Çулталăкăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ _ суверенитета çирĕплетни», _ палăртнă Президент. Паллах, пресс- конференцире ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйту чылай пулнă. «Тепĕр хут мобилизаци ирттерме нимĕнле сăлтав та çук, _ тенĕ Владимир Путин. _ Пирĕн салтаксемпе офицерсем питĕ лайăх çапăçаççĕ. Мобилизациленисен йышĕнчен 14-ĕшĕ Раççей Геройĕн ятне тивĕçни те çакна çирĕплетет.

Ятарлă операци тĕллевĕ те улшăнмасть: ку вăл _ денацификаци, демилитаризаци тата Украинăн нейтраллĕ статусĕ».



18 декабря 2023
15:22
Поделиться