Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Парне илес килет-и? «Шăмăршă хыпарĕ» çырăн!

Парне илес килет-и? «Шăмăршă хыпарĕ» çырăн!

Хаклă вулаканăмăрсем, пирĕншĕн çывăх тăван пекех çыннăмăрсем!

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ «Парне илес килет-и?» акци ирттерет. Парнеллĕ пулас тесен, район хаçатне çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнмалла та, квитанцине редакцие илсе килмелле. Редакци сирĕн валли парнесем хатĕрлерĕ.  

Вăййа почта урлă çеç мар, альтернативлă майпа çырăннисем те хутшăнма пултараççĕ.  

Выляв 2024 çулхи январь уйăхĕнче иртет.

«Вăхăт пур-ха», - тесе лăпланса ан пурăнăр, подпискăна паян-ыранах йĕркелĕр! Унччен мĕнле çывăх тус пулнă, ỹлĕмрен те район хаçачĕ сирĕн çывăх тусăр пултăр! Çырăнăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
11 декабря 2023
14:44
Поделиться