Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Çĕнĕ çул вăл _ çĕнĕ ĕмĕт...»

«Çĕнĕ çул вăл _ çĕнĕ ĕмĕт...»

Хаклă вулаканăмăрсем! Асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем, аннесемпе аттесем, тетесемпе аппасем, шăллăмсемпе йăмăксем, юлташсемпе савнисем, ытарайми ачамăрсем!

Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Кĕçех Аçтаха çулне кĕрĕпĕр. 2024-çул асра юлмалла ирттĕр тесе эпир сире «Çĕнĕ çул вăл _ çĕнĕ ĕмĕт...» сăвă çыракансен конкурсне хутшăнма йыхравлатпăр.

Конкурс тĕллевĕ: округри пултаруллă сăвăçсене тупса палăртасси, вĕсен ят-сумне çĕклесси, район хаçачĕн статусне ỹстересси.

Конкурс йĕрки: конкурса шкул ачисенчен пуçласа аслă ỹсĕмри çынсем таранах хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен Çĕнĕ çул темипе, сăвă техникине çирĕп пăхăннă 2 çавраран кая мар сăвă шăрçаламалла, унта «Шăмăршă хыпарĕ», «Аçтаха çулĕ» сăмахсем пулмалла.

Хайлавсене декабрĕн 29-мĕшĕччен районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцине çитермелле. Чи лайăх сăвăсем «Шăмăршă хыпарĕнче» пичетленĕç. 1_3-вырăн йышăннă авторсене вара хаçатăн грамотипе тата асăнмалăх парнепе чыслăпăр. ХĔл мучипе Юр пике .



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
11 декабря 2023
14:35
Поделиться