Миçе тенкĕ тăратăн, Хĕл Мучи
СИСМЕРĔМĔР те, çулталăк та вĕçленсе пырать. Декабрь уйăхĕ _ шартлама сивĕпе хăратать пулин те _ питĕ «хĕрỹ». Ĕç коллективĕсем план е задани пурнăçланмасăр ан юлтăрччĕ тесе тăрăшаççĕ, строительсем хута яма палăртнă çурт-йĕре хăвăртрах «саккунлă» тăвасшăн чупкалаççĕ, шкул ачи япăх паллăсене тỹрлетсе чĕрĕке лайăхпа вĕçлессишĕн ăшталанать...
Культура ĕçченĕсем вара хĕрсех Çĕнĕ çул уявне хатĕрленеççĕ. Вĕсемпе курса калаçатăп та, юлашки çулсенче округра Хĕл Мучипе Юр пике тупасси чи çивĕч проблемăна çаврăннине пĕлтĕм.
«Халĕ, укçа тỹлемесен, çамрăксем Хĕл Мучипе Юр пике пуласшăнах мар çав, _ пăшăрханаççĕ уявшăн яваплă çынсем. _ Укçа ăçтан тупса парар-ха ĕнтĕ? Чăрăша илемлетме теттесем те, çутатакан хатĕрсем те туянмалла, купăсçă та шырамалла, концерт программине те хатĕрлемелле. Ял территори уйрăмĕ пĕр тенкĕпе те пулăшаймасть: мĕн те пулин туянма шутласан округ администрацине тархасламалла».
Çапла, территори уйрăмĕсем бюджетсăр тăрса юлни культура ĕçченĕсене хытах пырса çапрĕ. Халĕ Хĕл Мучин кучченеç хутаççине тултарма та спонсор шырамалла. Ырă кăмăллă фермер е ытти усламçă кăштах та пулин укçа-тенкĕ парсан юрĕ-ха, памасан та, нимĕн те калаймăн.
Нумай çул усă курнипе, Хĕл Мучипе Юр пике костюмĕсем те кивелсе çитнĕ. Интернета кĕрсе пăхрăм та, Хĕл Мучин ахаль тумĕ _ 8 пин тенкĕрен пуçласа 10 пин тенкĕ, Юр пике костюмĕ 5 пин тенкĕрен тытăнса 15 пин тенкĕ тăнине пĕлтĕм. 30-40 пинлĕххи е унтан та хаклăраххи те пур. Ваттисем каланă пек: «Тỹшекĕмĕре кура урана тăсмалла».
Юрĕ, кăçаллăха кивĕ тумпах ирттерсе ярăпăр уява, анчах тăкаксем унсăр та нумай пулаççĕ вĕт. Бал-маскарада маскăсăр ирттерейместĕн, лотерея вăййи валли те мĕн те пулин туянмалла. «Билет сутнипе пуçтарăннă укçа нихăш çул та çитеймест, кашнинчех хамăн кĕсьерен тухать», _ терĕ пĕр ялти клуб ĕçченĕ. «Хыт кукар» теесрен, хушаматне асăнма хушмарĕ. Хыт кукар-и, çийĕнчи кĕпине те хывса пама хатĕр çын-и _ культура ĕçченĕ миллионер марри пурсăмăра та паллă. Паллах, унăн кĕлмĕç те пулмалла мар.
Округри кашни ялтах предпринимательсем пур. Фермерсем кăна 60 çын. Вĕсем ял çыннисемшĕн, ача-пăчашăн укçа-тенкĕ шеллесе тăмĕç тесе шутлатăп. Çĕнĕ çул уявĕ _ пурсăмăршăн та пысăк савăнăç, нивушлĕ ăлка валли темиçе пин тенкĕ укçа тупса параймĕç-ши?
«Хĕл Мучисемпе» «Юр пикесене» те çапла чĕнсе калас килет: атьăр-ха ырă кăмăллă, савăк чунлă пулар; тăван ял халăхĕ Çĕнĕ çул каçĕнче юрлатăр та ташлатăр, 2024 çула çутă ĕмĕт-шухăшпа,ырă тĕллевпе кĕтĕр тесе тăрăшар! Çак ырă ĕçе «тавтапуç!» сăмахшăнах, укçа илмесĕрех тусан _ вунă хут, çĕр хут сăвап пулĕ сире, малашнехи ĕçĕр ăнса _ пуянлăхăр ỹссе пырĕ!