«Кучченеç-парне пире вăй-хăват кỹрет...»
Ăшă сăмахпа ырă сунăмран хакли мĕн пур-ши тăван кĕтесрен аякра тăраканшăн? Кучченеçĕ тата... хăй мĕне тăрать! Çакна çар операцийĕнче хăй ирĕкĕпе тăракан Николай (Васан) ỹкернĕ видео çирĕплетет.
СВОра çар тивĕçне пурнăçлакансем патне Шăмăршă тата Патăрьел муниципалитет округĕсенчен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ çитнĕ. Шкул ачисен чуна хĕмлентерекен çулăмлă сăмахсемлĕ çырăвĕсем, гигиена хатĕрĕсем, апат-çимĕç, шоколадран ăсталанă Çĕнĕ çул чăрăшĕ... _ веçех малти линире тăракансем патне çитнĕ. Çапăçу шавĕ лăпланнă вăхăтра канма, çĕр каçма виçĕ метр тарăнăш хăтланă блиндажра вĕсем хăйсен вырăнне тупнă.
Кунта вырнаçнă взводра _ тĕрлĕ наци çыннисем. Чăваш Ен, Марий Эл, Пушкăртстан республикисен, Пенза, Оренбург, Киров,Екатеринбург хулисен арĕсем пĕр тăвансем пек туслă. Пĕр тĕллев _ нацистсене тĕп тăвасси, мирлĕ халăха ирĕклĕх парнелесси _ пĕрлештерет вĕсене. Ирсерен 4 сехетрен пуçласа сĕм çĕрлеччен ура çинче салтаксем. Кашни саманчĕ пурнăçпа вилĕм хушшинче иртет. «Пĕри _ пуриншĕн, пурте _ пĕриншĕн!» девиз пĕрлĕхе туптать. Малти линирисенчен нумайăшĕ çапăçусенчи паттăрлăхшăн медальсене тивĕçнĕ, çар званине ỹстернĕ.
Çакăн пирки Николай видеопа каласа кăтартнă. Паллах, çарти юлташĕсен тав сăмахне итлеме те кăмăллă. Çĕнĕ çул умĕнхи парне-кучченеçшĕн салтаксем, уйрăмах ентешсем, питĕ савăннă; пурне те чĕререн тав тăваççĕ, çывхаракан 2024-çул ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, мирлĕ тỹпе сунаççĕ.
Е.Сетриванов , Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен Канашĕн тата Пограничниксен пĕрлĕхĕн ертỹçи.