Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Шăмăршă», - тесен «Э-э-э, кайрисем!» - тесе ан калаччăр...

«Шăмăршă», - тесен «Э-э-э, кайрисем!» - тесе ан калаччăр...

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче «Чипсы туса кăларакан производство йĕркеленĕ» хыпар вырнаçтарнă та, вуласа тухмасăр чăтаймарăм. Пирĕнпе кỹршĕллĕ Патăрьел округĕнчи Кивĕ Ахпỹрт чăвашĕ Валерий Кузнецов çĕр улмине тарăннăн ĕçе кĕртекен (вырăсла – «глубокая переработка картофеля») цех уçнă иккен.

Çак ĕçе йĕркелесе яма 60 миллион тенкĕ инвестиципе усă курнă. Пĕчĕк предприяти сехетре 100 килограмм таран чипсы туса кăларма пултарать. Лини çинче ĕçлекен 10 çын «хăймапа сухан» тата «паприка» йышши чипсы хатĕрлеççĕ. Цех тулли хăватпа кĕрлесе кайсан кунта икĕ смена пулмалла, 20 рабочи валли ĕç вырăнĕ тупăнĕ.

Валерий Кузнецов фермер проектне Россельхозбанк та ырланă, цеха хута яма 11 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит уйăрса панă. Чăваш Республикин яла пулăшмалли программипе килĕшỹллĕн, цех валли оборудовани туянма кайнă тăкаксен 30 процентне патшалăх тавăрса парать.

Тата тепĕр хыпар: Патăрьел муниципалитет округĕнчи Марат Валиев фермер «Агротуризм» грант çĕнсе илнĕ, 8,1 миллион тенкĕ укçапа вăл «Долина» турист бази йĕркелесшĕн. Хуçалăх лаша ĕрчетес енĕпе ĕçлет. Грант укçипе тата хăйĕнчен хушса, Марат туристсем валли хăна çурчĕ, мунча, кану вырăнĕ, спорт тата ача-пăча площадкисем туса лартасшăн, хăнасене юлан утпа ярăнтарасшăн. Ял халăхĕ валли 5 ĕç вырăнĕ пулать.

Виççĕмĕш хыпар Патăрьел тăрăхĕнчи Хирти Пикшик ялĕнче «Молочные зори» кооператив 66 миллион тенкĕ тăракан сĕт-çу цехĕ уçни çинчен пĕлтерет. Кооператив председателĕ Зульфир Алигберов каланă тăрăх, 40 миллион тенкĕ – республика бюджечĕ панă грант укçи, ытти – хăйсен. Цехра паян 20 çын тăрăшать. Ĕне çăвĕ, типĕтнĕ сĕт, хăйма тата сĕтрен ытти продукци туса кăлараççĕ, Чăваш Республикинче çеç мар, ытти регионта та сутаççĕ.

Вулакан мана мĕншĕн эпĕ кỹршĕсене мухтанишĕн ятлама та пăхĕ: «Эсĕ Шăмăршăран вĕт, хамăрăнни çинчен те çырмалла!» _ тесе те калĕç.

Тĕрĕс, çырмалла. Анчах, Асанкассинчи çĕвĕ цехĕсĕр пуçне, юлашки çулсенче эпир çĕнĕ производство ăçта уçрăмăр-ха?

Эпир те çĕр улми çитĕнтеретпĕр, анчах çак пахча çимĕçе тупăшлă вырнаçтарма та пĕлместпĕр. Кунта çĕр улмирен чипсы е ытти продукци хатĕрлесси пирки калаçмалли те çук. Мĕн чăрмантарать пире инвестор- сем шыраса тупса пĕр-пĕр цех уçма?

Юрĕ, тейĕпĕр, Патăрьелсем чипсы нумай хатĕрлесе пирĕн лавккасене çак продуктпа тултарса лартĕç те, эпир туса кăларнине туянакан та тупăнмĕ. Кунта хурав пĕрре: рынок саманинче конкуренци яланах пулать, пирĕн çынсенчен лайăхрах ĕçлеме, çаврăнăçуллăрах пулма тăрăшмалла. Урăха çул çук. Тар тăкса çитĕнтернĕ çĕр улмине пысăк нушапа сутнипе нумай тупăш кураймăпăр, унран продукци хатĕрлеме вĕренсен вара укçаллă пулăпăр. Кивĕ Ахпỹрт фермерĕ çакна ăнланса илнĕ, пирĕн Андрей Юнкеров, Сергей Данилов, Валерий Симурзин ятарласа ун патне кайса опыт илсен пĕрре те япăх пулмĕччĕ.

Туризма аталантарас ыйту та Шăмăршă муниципалитет округĕнче çав тери çивĕч тăрать. Эпир çак отрасле ача-пăча вăййи вырăнне кăна хума хăнăхнă, туристсене илĕртессишĕн хальччен нимех те тумарăмăр.

Юрать-ха, хĕрỹ чĕреллĕ чăваш Николай Быков аваллăха куç умне кỹрсе тăратас тесе уçă пĕлĕт айĕнче историпе культура центрĕ уçма хăват çитерчĕ. Малашне туристсем çĕр чăмăрĕ çинче Шăмăршă ялĕ те пуррине, кунта курса тĕлĕнмелли тупăнассине пĕлме пултарĕç. Патăрьелсем пек турист бази йĕркелеме кам чарать-ха пире? Грант çĕнсе илессишĕн мĕншĕн кĕрешместпĕр? Е пирĕн çут çанталăк илемĕ кỹршĕсенчен япăхрах-и?

Пурте пур пирĕн, пурте çителĕклĕ, ĕçлеме тăрăшакан çеç çук. Патăрьелсем туристсене хăйсем патне туртса илĕç те, эпир каллех «шăн пăр» çине ларса юлăпăр.

Çак ыйтусемпе калаçмала та ĕнтĕ паян округри планеркăсемпе канашлусенче, депутатсен ларăвĕсенче. «Акрăмăр, выртăмăр, сутса (çисе) ятăмăр» шухăшпа çеç пурăнмалла мар, ял хуçалăх продукцине тарăннăн тирпейлекен цехсем уçма, йывăçран строительство материалĕсем хатĕрлекен производство йĕркелеме тăрăшмалла. «Шăмăршă», - тесен, «Э-э-э, кайрисем, çывăрса юлнисем!» - тесе ан калаччăр.



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
06 декабря 2023
10:07
Поделиться