Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Ывăлăрсемшĕн _ пысăк тав»

«Ывăлăрсемшĕн _ пысăк тав»

САЛТАК е офицер амăшĕ... Ялти чи хисеплĕ çынсен шутĕнче вăл, Тăван çĕр-шыва хỹтĕлекен паттăр ывăл пăхса çитĕнтернĕшĕн ăна пурте тав сăмахĕ калаççĕ.

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе офицерсен амăшĕсем Шăмăршăри Культура керменне пуçтарăнчĕç. Çак тĕл пулăва Шăмăршă муниципалитет округĕнчен депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев, округ депутачĕ Валентина Кузьмина, округ администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, социаллă аталану пайĕн начальникĕн тивĕçне туса пыракан Светлана Павлова, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Надежда Федорова, Шăмăршăри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕн ĕçне туса пыракан Людмила Фомина, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Сергей Кузьмин, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Шăмăршă округĕнчи председателĕ Ираида Пыркина та хутшăнчĕç.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисен амăшĕсене чĕререн тав тунă май, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев чăн-чăн арçын пăхса çитĕнтернĕшĕн пуç тайса хисеп турĕ.

«Ывăлăрсемшĕн _ Тăван çĕр-шыв паттăрĕсемшĕн _ пысăк тав сире, _ терĕ Юрий Федорович. _ Вĕсем çамрăк ăрушăн чи ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ».

Тĕл пулура тухса калаçнисем пурте çар çыннисен амăшĕсем пирки чи ырă сăмахсем каларĕç, вĕсене чăтăмлăхпа çирĕплĕх тата лайăх сывлăх сунчĕç.

Çар çыннисен амăшĕсем пĕр-пĕринпе çывăх паллашрĕç, телефон номерĕсене çырса илчĕç, ывăлĕсем çинчен каласа пачĕç, пурнăçри çивĕч ыйтусене çĕклерĕç. Централизациленĕ клуб тытăмĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ аннесене чун-чĕрене хумхантаракан, пурăнма вăй хушакан юрăсемпе савăнтарчĕ.

Ытти ял территори уйрăмĕсенче те салтак амăшĕсене чысларĕç.



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
06 декабря 2023
10:14
Поделиться