И юр çăвать, юр çăвать, пăр çинче ура шăвать...
НОЯБРЬ уйăхĕн иккĕмĕш çурри чăн-чăн хĕллене аса илтерчĕ. Юр нумай çуса лартрĕ те, ял хушшинчи çулсене тасатас тĕлĕшпе чăрмав сиксе тухрĕ. Эх, кĕтменччĕ пуль çав халех кун чухлĕ юр çăвасса çул-йĕршĕн яваплă çынсем... «Кăштах çукалĕ те, тасаткаласа тăрăпăр», _ терĕç пуль.
Ĕç калăпăшĕ вара пĕчĕк мар: урамсене те шута илсен, округ территорийĕнче 228 километр тăрăшшĕ çула пăхса тăмалла. Центрта çеç мар, аякри пĕчĕк ялсенче те юр уçмалла. Сăмахран, Улмаллăран Пăчăрлă Пашьел шкулне 3 ача вĕренме çỹрет, вĕсене автобус турттарать. Çак çула юр хỹсе каясран уçсах тăмалла. Ирхине тасатни çеç çителĕксĕр, ачасене шкултан таврăнма та çул уçса памалла.
Вăрман варринчи Баскак тăрăхĕнче те шкул ачисем пур, вĕсене те автобуспа турттараççĕ. Çула уçсах тăмасан, автобус епле кĕрсе тухĕ?
Çакнах Çĕнĕ Чукалпа Вырăс Чукал, Хайпăла, Патирек тата ытти ялсем пирки те каламалла. Шанчăклă çул шкул автобусне çеç мар, кашни çыннах кирлĕ. Округ центрне больницăна е пасара, ытти сăлтавпа кайма тивсен чун шикленсе ан тăтăр. Кутсăр-пуçсăр çил-тăман алхаснă чух çула тухма уйрăмах нуша.
Ас тăватăп-ха, иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăр вуннăмĕш çулĕсенче хĕлле Чукал енне сĕт турттаракан тракторсăр пуçне урăх нимĕнле транспорт та çỹрейместчĕ. Çуна çаклатнă трактор та вăрман хĕррипе çеç çитес çĕре çитме пултаратчĕ. Ку енчи колхозсем Шăмăршăра хваттер тара илсе «хăна çурчĕ» уçатчĕç, каçа юлнă ял çыннисем унта çĕр каçатчĕç.
Халĕ çав вăхăт хыçала юлчĕ тесе савăнмалла кăна, анчах çулсене йĕркеллĕ тасатса тăманни халăха паян та нушалантарма пăрахмасть-ха. Ячĕшĕн кăна тăман вĕçтерсе çỹренипе, çула сарлака уçманнипе часах кĕрт хỹсе каять, пăрланса катока çаврăнать. Кун пекки иртнĕ çул темиçе те пулчĕ, автотранспорт хатĕрĕсем аварие çакланса ваннă е çул аяккине йăваннă тĕслĕхсем те манăçмаççĕ.
Çула уçнипе кăна çырлахмалла мар, хăйăр е хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапса та тухмалла. Хими реагенчĕсемпе усă курса пăр сийне пĕтермелле. Тутарстанри Çĕпрел районĕнче темиçе çул ĕнтĕ çул çинчи пăра ирĕлтерме хлорлă натри тата кали хутăшĕпе усă кураççĕ. Эпир вара ахаль хăйăр сапма та ỹркенетпĕр.
Автотранспорт çỹрекен çула çеç мар, тротуарсене те юртан тасатса тăрасчĕ, хăйăр сапса тухасчĕ. Шуса ỹксе ал-урана амантас хăрушлăх питĕ пысăк вĕт-ха, кун пирки пирĕн редакцие те пăшăрханса пĕлтереççĕ.
Ял территори уйрăмĕнче ĕçлекенсем юртан тасатман тротуарсене курмаççĕ-ши вара? Е вĕсемшĕн çынсем шăва-шăва ỹксе асап курни нимĕн те мар-ши?
Хĕл пуçланчĕ кăна-ха, çил-тăманĕ те, сивви те нумай пулĕ. Кашни ялтах çула çийĕнчех юртан тасатса тăрасчĕ, хулăнланса кайсан, пăрпа витĕнсен тин тасатма питех те кансĕр пулĕ.
Тата çакна та каласа хăварас килет. Ялсенче пулнă май, хăш-пĕр çын картишĕнчи юра кăларса çул çине тăкнине асăрхатпăр. Кун пек тĕслĕх Шăмăршăра та курăнать. Ял территори уйрăмĕнче тăрăшакансен йĕркене пăсакан çынсене хытă асăрхаттармалла, çула юр купипе пỹлсе лартнăшăн пысăк штраф тỹлеттересси пирки аса илтермелле.