«Асатте, атя киле!»
ПИЛЛĔКМĔШСЕМШĔН паян пысăк савăнăç: икĕ урок хыççăн округ центрне экскурсие илсе каяççĕ. Сережа кун пирки килте ашшĕпе амăшне те пĕлтерсе хучĕ. Маларах вĕсем пĕр çемьере тăваттăн _ ашшĕ, амăшĕ, Сережа тата аслашшĕ _ пурăнатчĕç. Пĕр уйăх каялла, шкултан таврăнсан, арçын ача килте аслашшĕне курмарĕ.
_ Самар хулинчи тăванĕ патне хăнана кайрĕ, _ терĕ Сережăн ыйтăвĕ çине хуравласа амăшĕ. _ Тен, яланлăхах унта юлĕ. Аслаçу ăçта пурăнас тет _ çавăнта пурăнма пултарать.
Аслашшĕ çуккишĕн мăнукĕ хытă пăшăрханчĕ. Епле лайăхчĕ вĕт-ха вăл пур чухне: ватă çын юмах каласа савăнтаратчĕ, ял историйĕпе паллаштаратчĕ, унпа пĕрле вăйă выляма та ỹркенместчĕ.
Ашшĕпе амăшĕн ачапа пĕрле пулма яланах вăхăт çукчĕ: ирпе ĕçе тухса каяççĕ те каçалапа тин таврăнаççĕ. Аслашшĕ мăнукне шкултан киле парса янă ĕçсене тума та пулăшатчĕ.
Юлашки çулсенче аслашшĕн сывлăхĕ япăхланчĕ, килтен тухса çỹрейми те пулчĕ. Мăнукне хăй çумне лартатчĕ те: «Ну, Çеруш, çăва тухсан вăрмана çырла татма кайăпăр-и?» _ тетчĕ вăйсăр сассипе.
Амăшĕ каланă тăрăх, Сережăн ашшĕ аслашшĕн тăван ывăлĕ мар иккен, усрава илнĕскер. Асламăшĕпе иккĕшĕн хăйсен ача пулман, çавăнпа та кỹршĕ ялта тăлăха тăрса юлнăскере усрава илнĕ. Тăван юн вырăнне хурса, ачашласа-лăпкаса пăхса ỹстернĕ, вĕрентсе кăларса авлантарнă. Асламăшĕ тахçанах çĕр çинче çук ĕнтĕ, аслашшĕ çеç хăйĕн ĕмĕрне тăван мар ывăлĕ патĕнче тĕпленĕ. Хăйне кинĕ сивĕ сăмах каланине те чăтса ирттернĕ, çемьере нихăçан та хушша-хуппа кĕмен.
...ЦЕНТРТИ пĕчĕк предприятисенче, музейра тата Культура керменĕнче пулса курнă хыççăн учитель ачасене Ваттисен çуртне ертсе кайрĕ. Аслă ăру çыннисем валли пĕчĕк парне хатĕрленĕччĕ вĕсем, халĕ çавна хуçисем патне çитермелле. Тирпейлĕ те çутă пỹлĕмсем ачасене питĕ килĕшрĕç. Ватăсем валли телевизор та, радио та пур. Библиотека та пуян.
Пĕр пỹлĕме кĕрсен Сережа вырăн çинче хаçат вуласа выртакан ватă çынна асăрхарĕ. Чимĕр-ха, аслашшĕ мар-и? Çавă, шăпах Сережăн аслашшĕ выртать кунта!
_ Асатте! _ хыттăн чĕнчĕ арçын ача. _ Эсĕ хăнана кайман-и?
Ватă çын та мăнукне палласа илчĕ. Тем пек тăрса ларасшăн пулчĕ вăл, анчах халĕ çитейменнипе вырăн çинчен тỹрех çĕкленеймерĕ.
_ Çеруш... Ăçтан шыраса тупрăн мана? Хăнана кайман эпĕ, аçупа аннỹ Ваттисен çуртне вырнаçтарчĕç...
_ Асатте, атя киле! _ тилмĕрсех чĕнчĕ Сережа. _ Çулла санпа иксĕмĕр вăрмана çырла татма кайăпăр. Эсĕ мана йăмра хуллинчен шăхлич туса парăн. Пыратăн вĕт манпа, асатте!
Ватă çын хирĕç нимĕн те калаймарĕ, унăн вун-вун пĕркеленчĕклĕ пичĕ тăрăх пăрçа пек шултра куççуль тумламĕсем юхса анчĕç:
_ Çук, пыраймастăп, Çеруш. Аçупа аннỹне нимĕн те ан шарла, _ хуллен çеç пăшăлтатрĕ аслашшĕ. _ Эсĕ вара мана ан ман. Çырла татма тем пек каясчĕ те, ямаççĕ пуль çав мана кунтан. Чуну çемçе пулнишĕн, чĕрỹ ырă туйăмпа тапнишĕн савăнатăп.
...Пиллĕкмĕшсем экскурси хыççăн калаçса-кулса шкул автобусне вырнаçса ларчĕç те ялалла çул тытрĕç.
Сережăн кăмăлĕ çеç кĕрхи кун пек тĕксĕм те салху. Мĕн килне çитичченех ватă аслашшĕн куççульпе йĕпеннĕ сăн-пичĕ асĕнчен тухмарĕ.