Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Утлă çар командирĕ Иван Бочкарев е манăçнă орденоносец çинчен

ШĂМĂРШĂРА Иван Космовский урамĕ пур, çак паттăр çын Граждан вăрçи геройĕ пулнине, ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланине асра тытатпăр. Иван Сергеевича хисеп туса ун ячĕллĕ урамра палăк та лартнă.

Çав вăхăтрах мухтава тивĕç тепĕр Ивана _ Космовский пекех Граждан вăрçин чи пысăк наградипе чысланă Бочкарева _ пĕлекен те çукрах. Иван Петрович Бочкарев Космовскин чи çывăх юлташĕ пулнă, Пăва уесĕнче совет влаçне тĕреклетессишĕн юн тăкнă. Шăмăршăра совет влаçĕн çулĕсенче Бочкарев палăкне лартманнин тĕп сăлтавĕ... Иван нумай вĕренмен çын, ахаль хресчен çеç пулнинче иккен. Тата Космовские ыттисенчен пысăкрах хурасси парти райкомне ун чух Иван Сергеевичăн çывăх тăванĕ ертсе пынипе те çыхăннă пулмалла.

Паллах, эпĕ Иван Космовский паттăрлăхне пĕчĕклетсе кăтартасшăн мар: РКП (б) уес комитечĕн председателĕ, Пĕрремĕш Чĕмпĕр рабочи полкĕнчи стрелоксен дивизийĕн командирĕ пулнă çынна ахальтен Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысламан ĕнтĕ.

Çапах та Иван Бочкарев ятне эпир _ унăн ентешĕсем _ манăçа кăларни пĕрре те йĕркеллĕ пулăм мар. Хресчен-и çын, учитель-и _ халăх умĕнчи ĕçне, Тăван çĕр-шыва чĕререн юратнине чăн мала хумалла.

Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнче Шамккай вулăсĕн хăш-пĕр докуменчĕсем упранаççĕ. Унта 1918-мĕш çулхи декабрь уйăхĕнче пулса иртнĕ Советсен Пăва уесĕнчи 3-мĕш съезчĕн делегачĕсен списокĕ те пур. Документ çирĕплетнĕ тăрăх, уес ĕçтăвкомĕн членĕ пулма съезд Иван Кузьмич Скрипина, Иван Сергеевич Космовские, Иван Петрович Бочкарева тата темиçе çынна суйланă. Списокри виçĕ Иван та _ Шамккай вулăсĕнчен.

Иван Петрович Бочкарев Пăва уесĕнчи Шамккай вулăсне кĕрекен Вырăс Чукал ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Вырăс. Юрлă пурăннипе, чиркỹпе прихут шкулĕнче пĕр çулталăк çеç вĕренме пултарнă. Мĕн çамрăкран хресчен ĕçĕпе пурăннă, вăрман касма тата турттарма хутшăннă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан Ивана фронта илнĕ. Октябрьти революцие вăл окопра кĕтсе илет, советсен енне куçса хĕрлĕ армеец пулса тăрать.

Тăван тăрăха таврăнсан _ хăйсен ялĕнчи Иван Скрипинпа, кỹршĕри Никишинăри Иван Космовскипе, Кивĕ Чукалти Егор Карзановпа пĕрле _ Шамккай вулăсĕнче совет влаçне çирĕплетессишĕн кĕрешет. 1918 çулхи август уйăхĕн пуçламăшĕнче Пăва уесĕнче шурă гвардеецсен бандисем пуç çĕклеççĕ, çамрăк совет влаçне аркатассишĕн, халăха хăйсен енне çавăрассишĕн тăрăшаççĕ. Шăпах çак тапхăрта ĕнтĕ Пăва уесĕн çар комиссарĕ Иван Космовский хĕрлĕ армеецсен отрядне йĕркелесе революцие хỹтĕлеме çĕкленет. Августăн 7-мĕшĕнче Космовский Вырăс Чукал ялне килсе митинг йĕркелет, пурне те революцишĕн кĕрешме чĕнсе калать. Митинг хыççăн ялти вăй питти арçынсем _ çав шутра Иван Бочкарев та _ хăйсен лашисемпе Улатăра тухса каяççĕ. Хулана çитсен чукалсене хĕç-пăшал валеçсе параççĕ, Сăр юхан шывĕ урлă хывнă чукун çул кĕперне хураллама хушаççĕ. Иван Бочкаревпа юлташĕсем шуррисене кĕпере аркатма май памаççĕ, вĕсен отрядне пĕтерсе тăкаççĕ.

Иван Бочкарев командир пулса ертсе пынă хĕрлĕ армеецсем Эйпеç, Пăчăрлă Пашьел, Суйкăн, Шума вăрманне пытаннă шуррисен бандисене шыраса тупса тĕп тунă. Иван Космовский комиссар Иван Бочкарева утлă разведчиксен командирĕ пулма çирĕплетнĕ.

Шамккай тата Шăмăршă вулăсĕсенче çирĕп йĕрке туса хурсан, Иван Космовскипе Иван Бочкарев хăйсен отрячĕпе Пăва хулине каяççĕ. Кунта вĕсем уес территорийĕнче хуçаланнă шурă гвардеецсен пĕчĕк бандисене пĕтерме хутшăннă.

Пĕрремĕш Чĕмпĕр рабочи полкĕн стрелоксен дивизине ертсе пынă Иван Космовскипе юнашар тăрса, Иван Бочкарев Муравьев пăлхавçисене çапса аркатма хутшăнать, малалла вĕсен çулĕ Урал кĕпĕрнине выртать. Кунта Парамоново хуторĕ патĕнчи хаяр çапăçура Иван Космовский комиссар шуррисемпе паттăррăн çапăçса вилет. Иван Сергеевича вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслаççĕ. Çак пысăк наградăна утлă разведка командирĕ Иван Бочкарев та тивĕçлĕ пулать.

Иван Бочкарев, çапăçури вилнĕ юлташĕ вырăнне тăрса, хĕрлĕ армеецсен отрядне çĕнĕ вăйпа çирĕплетет. Совет командованийĕ хушнине пурнăçласа, Бочкарев отрячĕ Деникин генерал çарĕпе çапăçакан хĕрлĕ армеецсен йышне хутшăнать.

Тиф чирĕ вăйлă сарăлнипе, хĕрлĕ армеецсен речĕ нумай хавшать, хĕç-пăшал тытма пултаракансем 700 çын ытла çеç тăрса юлаççĕ. Кавказри вун пĕрмĕш çара вăйлатма янă Иван Бочкаревпа унăн хĕш-пĕр юлташĕ тифпа чирлесе ỹкет. Çавна пулах Иван Петрович Бочкарев Кавказа çитеймест, Саратов хули патĕнче ăна пуйăсран антарса çар госпитальне хураççĕ. 1920-мĕш çулхи январĕн 2-мĕшĕнче госпитальте Иван Бочкаревăн чĕри тапма чарăнать. Ăна госпиталь масарне пытарнă.

Çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланисем Шăмăршă тăрăхĕн чапне çĕклеççĕ. Ман шутпа, Вырăс Чукалти пĕр урама Иван Бочкарев ятне парсан питех те лайăх пулĕччĕ.

Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
13 ноября 2023
10:51
Поделиться