Паттăрсене мантармĕ палăк
ШĂМĂРШĂРИ Çĕнтерỹ палăкне тĕпрен юсаса çĕнетни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Акă çак кунсенче строительсем Ленин урамĕнче Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин тата тыл паттăрĕсене чысласа лартнă монумента хатĕр пулни çинчен пĕлтерчĕç.
Проекта пуçару бюджечĕпе усă курса пурнăçланă, контракт ха- кĕ _ 1 950 000,0 тенкĕ. Тахçанхи ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн муниципалитет округĕн депутачĕсем тата Шăмăршă çыннисем нумай тăрăшнă. Ырă ĕç валли укçа-тенкĕ парса пулăшнă.
Палăк умĕнче манăн пуçăмра та çак йĕркесем çуралчĕç:
Эпĕ вăрçă вутне курман,
Юн юхтарман ун хирĕнче.
Пурĕ пĕрех асра ялан:
Йĕретчĕç палăк умĕнче.
Сăмах калатчĕ ветеран,
Аса илсе фронтри çулне.
Сăмах калатчĕ те... кайран
Шăлса илетчĕ куççульне.
Тыл ĕçченне сăмах парсан
Чуна ыраттарса итленĕ.
Çав выçлăх манăçмĕ нихçан,
Мĕнле кăна вăй-хал çитернĕ?
... Паян çак паттăрсем _ «лере»,
Лартатпăр палăк, асăнмалăх.
Кашнийĕн ячĕ _ чĕрере,
Мухтав сана, чи паттăр халăх!