Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕмĕр асра хăвармалăх

Ĕмĕр асра хăвармалăх

Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕн çурчĕ çине 2014-çулхи выпускник, ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Роман Миллин ячĕпе Асăну хăми çирĕплетрĕç. Асăну хăмине уçмашкăн Шăмăршă вăтам шкулĕн администрацийĕ пуçарупа тухнă, ăна туса хатĕрлеме округри Хĕрарăмсен союзĕ укçа-тенкĕ пухса панă.

Аса илтеретпĕр, Роман Федорович Миллин 2022-çулхи кĕркуннерен пуçласа çар тивĕçне пурнăçланă: Луганск тата Донецк Халăх Республикисене Украина нацисчĕсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Кăçалхи май уйăхĕнче пĕр çапăçура Роман паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Митинга Патăрьел тата Шăмăршă çар комиссариачĕн çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Шăмăршă округĕн администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен начальникĕ Ольга Ичанкина, Томскри аслă çыхăну çар училищин выпускникĕ Геннадий Савельев подполковник, Роман Миллинăн пĕр тăванĕ _ Алексей хутшăнчĕç. ...

Чĕрене мăнаçлантаракан Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янранă май Çĕр-шывăмăрăн тата республикăмăрăн Патшалăх Ялавĕсем çĕкленчĕç. Пурте пĕр саслăн Гимнсене юрларĕç.

Унтан Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин Роман Миллина вилнĕ хыççăн наградăланă Паттăрлăх орденне упрама Алексей шăллĕне пачĕ. Вячеслав Александрович шкул ачисене Роман пек чăн-чăн патриот пулма чĕнсе каларĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ Вера Хорькова Р.Миллинăн вĕренỹ çулĕ-сене аса илчĕ, Роман сăнарне яланах чĕрере упрама шантарчĕ.

Шурă пĕркенчĕк сирĕлсен куç умне мемориал хăма тухса тăчĕ. Ун çинче _ çак шкула чупнă, чăн-чăн çын пулма ăнтăлнă, гражданла тĕрĕс позици йышăннă Рома Миллин сăнĕ. Пурăннă çулсен дати. 25 çул çеç çут тĕнче илемĕпе киленнĕ пирĕн Роман. Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ унăн... Питĕ шел...

Çулсем иртĕç... Роман Миллинăн Асăну хăми вара пĕлỹ çуртне çỹрекенсене тăван шкул, тăван кĕтес, Тăван çĕр-шыв нимрен хаклине аса илтерĕ, вĕсемшĕн кĕрешмеллине ас тутарсах тăрĕ...



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
13 ноября 2023
10:38
Поделиться