Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çăкăр шăршиллĕ ĕçчен алăсем

Çăкăр шăршиллĕ ĕçчен алăсем

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче 60 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет. «Чăн-чăн çĕр çынни!» - çапла калама пулать нумайăшĕ пирки. Уй-хир юртан тасалсанах тухрĕç те вĕсем хире, хура кĕркунне тин _ юлашки ĕçе вĕçлесен _ çăмăллăн сывласа ячĕç.

Çăкăр шăршиллĕ ĕçчен алăсем,

Хăçан канма пĕлеççĕ-ши вĕсем?

Хирте е фермăра - яра кунах,

Тав сăмахне калатпăр чунтанах!

 60 фермер хуçалăхĕнчен вăтăрăшĕ - пысăккисем. Пысăккисен йышĕнче Кахăрлă Шăхалĕнчи Геннадий Макарова, Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкина, Шăмăршăри Александр Егорова, Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзина, Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллова, Анат Чаткасри Андрей Юнкерова, Васанти Игорь Быкова, Хĕрлĕ Васанти Василий Павлова тата ытти «шур сухалсене» куратпăр. Уй-хир пикисене - Çĕнĕ Тăрăнти Татьяна Ивановăна, Пуянкассинчи Надежда Угаринăна, Анат Чаткасри Елена Пондяковăна _ манса хăварăпăр-и вара? Çак чипер те ĕçчен чăваш хĕрарăмĕсем тыр-пул çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, килти хуçалăха та çын ăмсанмалла тирпейлĕ тытса пыраççĕ. Çынна ĕç илем кỹрет тесе ахаль каламан çав ваттисем. Илем çеç мар, хисеп те кỹрет. Акă кăçалхи Акатуя аса илер-ха: çур акине кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттернĕшĕн округра Елена Пондякова _ пĕрремĕш, Татьяна Иванова виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Вĕсене йышлă халăх умĕпе муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Çур акине лайăх вĕçленĕшĕн Надежда Угарина та Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

 Арçынсем те наградăллă пулчĕç: Асанкассинчи Сергей Данилова та, Карапай Шăмăршăри Владимир Алексеева та, Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзина та, Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллова та, Шăмăршăри Александр Егорова та Акатуй халăхĕ хыттăн алă çупса саламларĕ.

 Ĕçри çитĕнỹ ертỹçĕсем маттур та пуçаруллă пулнипе тачă çыхăннă тесен те, ыттисене манни йăнăш туни пулĕччĕ. Валерий Симурзин фермер хуçалăхĕнчи Сергей Бибуков, Геннадий Макаров фермер хуçалăхĕнчи Александр Волков, Игорь Быков фермер хуçалăхĕнчи Сергей Ельцов, Петр Майоров фермер хуçалăхĕнчи Михаил Еремеев, Елена Пондякова фермер хуçалăхĕнчи Сергей Козлов, Геннадий Макаров фермер хуçалăхĕнчи Юрий Пыркин, Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕнчи Виктор Харитонов, Василий Павлов фермер хуçалăхĕнчи Василий Тарасов трактористсем уй-хирте чунтан тăрăшса ĕçлерĕç.

 Вырмара Александр Егоров фермер хуçалăхĕнчи Руслан Кудряшов, Татьяна Иванова фермер хуçалăхĕнчи Алексей Иванов, «Колос» Агрофирма» ОООри Александр Петров, «Победа» ОООри Андрей Кубанов, Валерий Симурзин фермер хуçалăхĕнчи Владимир Симурзин тата Андрей Юнкеровпа Владимир Алексеев фермерсем «Чи лайăх комбайнер» вымпела çĕнсе илчĕç.

 Пирĕн ултă фермер _ Геннадий Макаров, Олег Хлюкин, Александр Егоров, Игорь Быков, Елена Пондякова тата Надежда Угарина _ Чăваш Республикинчи чи лайăх ĕçлекен 100 фермер списокне кĕме пултарчĕç.

 Тепĕр пысăк савăнăç: кăçал Шăмăршă муниципалитет округĕн аграрийĕ пурĕ 108 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Энергие перекетлекен хăватлă техника шучĕпе эпир республикăра та малтисен йышĕнче.

 Çулталăк тăрăшшĕнче çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх витисем те çĕкленчĕç, халĕ те çĕнетеççĕ. Игорь Быков фермер хуçалăхĕнчи Нина Полякова, Александр Егоров фермер хуçалăхĕнчи Надежда Сабирова, Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕнчи Елена Измайлова тата ытти ĕçченсем выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илессишĕн вăй-хала шеллемеççĕ.

 Фермерсен халăха кăтартмалăх ĕçĕ _ çанталăкăн йывăр условийĕсенче те кашни гектартан вăтамран 34-шар центнер ытла тыр-пул пуçтарса кĕртни. Çĕр улми тухăçĕпе те эпир республикăра лайăххисен шутĕнче. Кĕр акине тăрăшса та вăхăтра ирттернĕ, мĕн акни пур çĕрте те тикĕс шăтса тухнă. Çитес çур аки валли вăрлăх ытлашшипех хывнă, çĕр пайĕпе усă курнăшăн халăха та валеçсе панă. «Сутса укçа тумалăх та пỹлме тулли тырă пур, ĕненмесен _ килсе кур!» _ шỹтлет Игорь Быков фермер хуçалăхĕн управляющийĕ, округ Пухăвĕн депутачĕ Юрий Старшов.

 Епле ĕненмĕн-ха Сире, Юрий Артемьевич! Ял ĕçченĕсен уявĕнче Эсир, кашни çулхи пекех, чăваш халăх юррине шăрантарасса, çамрăк фермерсене ăс парса: «Чунтан юратăр, юлташсем, çĕре, вара кĕркунне лăпкă пулĕ чĕре», _ тесе каласса шанса тăратăп.

 Уяв ячĕпе, ял хуçалăх ĕçченĕсем!



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
13 ноября 2023
10:32
Поделиться