Эпир - вĕсен хỹтлĕхĕнче
«Манăн полици мана хỹтĕлет». .. Çак сăмах çаврăнăшне илемшĕн каламан. Мĕн тунă пулăттăмăр эпир хамăрпа юнашар йĕрке хуралçисем пулмасан? Пĕр-пĕрне кỹрентерессине, çапса амантассине, çаратассине тата унран та хăрушăраххине (çын вĕлерессине, теракт тăвассине) хирĕçле хамăр тĕллĕн тăраяттăмăр-ши? _ Паллах, çук. Полици пуррипе эпир _ шанчăклă хỹтлĕхре!
Обществăри тăнăçлăхшăн, йĕркелĕхшĕн, хăрушсăрлăхшăн ырми-канми тăрăшаççĕ пакунлă çыннăмăрсем. Çĕрне-кунне, хăйсен килĕнчи лару-тăрăвне пăхмасăр халăхăн канлĕхне, ирĕклĕхне, лăпкăлăхне сыхлаççĕ. Хăш-пĕр чухне пурнăçпа вилĕм хушшине те тăраççĕ...
Чăваш Республикин ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» пайĕн Шăмăршă районĕнчи полици уйрăмĕ обществăлла йĕркене сыхласа сахал мар ĕç-пуç тăвать.
Шăмăршă районĕн полици уйрăмĕн штатĕнче _ 24 сотрудник. Полици уйрăмĕ хăйĕн ĕçне çак уйрăмсем урлă туса пырать: полицин участок уполномоченнăйĕсем (ПДНпа пĕрле), уголовлă шырав, дежурнăй часть, дознани направленийĕ, следстви, штаб инспекторĕ, миграци пункчĕ.
2023-çулхи 10 уйăхра пурĕ 73 (иртнĕ çулхи çак тапхăрта _ 84) преступление регистрациленĕ. Преступление уçса параслăх 71,4 процентпа танлашать. Пĕлтĕр çул çитменнисем тунă пĕр преступление шута илнĕ пулсан, кăçалхи çак тапхăрта ку ỹсĕмрисем преступлени туманнине палăртма кăмăллă. Преступлени çулĕ çине тăнисем тепĕр хут обществăшăн киревсĕр ĕç тунин хисепĕ _ 32 (2022ç. _ 45). Округ гражданĕсем ỹсĕрле _ 29 (2022 ç. _ 45), ĕçсĕр çынсем тунă _ 39 (2022 ç. _ 54), урамра тата обществăлла вырăнсенче тунă _ 9 (2022 ç. _ 20), вăрланипе çыхăннă _ 16 (2022ç. _ 16), çын сывлăхне йывăр сиен кỹнипе çыхăннă _ 11 (2022 ç. _ 7), çын сывлăхне вăтам сиен кỹнипе çыхăннă 18 (2022 ç. _ 18) преступлени тунă пулсан, вĕсен шучĕ чакнă. Çакна полици ĕçченĕсен професси ăсталăхĕпе, чун çирĕплĕхĕпе, яваплăхĕпе çыхăнтармалла. Ирина Мульдиярова капитан, Альберт Азизов, Андрей Бородов, Феим Бикчурин майорсем _ ĕçтешĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
_ Пирĕн сотрудниксем ачасемпе çамрăксем, аслă ăру çыннисем хушшинче профилактика ĕçĕсене тăтăшах ирттереççĕ, _ пĕлтерет Шăмăршăри полици уйрăмĕн начальникĕ Наиль Тепитов. _ Çакă вара преступлени тăвасран, мошенниксен серепине лекесрен упранма май парать.
Чăн сăмахăн суйи çук. Полици сотрудникĕсем округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче тăтăшах тĕл пулусем ирттереççĕ. «Çамрăксем _ наркотиксене хирĕç!», «Пĕлтер, ăçта вилĕме сутаççĕ?», «Сан суйлаву» (наркотиксен сиенĕ пирки), «Раççей ачисем», «Хăрушлăхсăр ачалăх», «Пурнăçна упраса хăвар», «Полици тата ачасем», «ГАИн çамрăк инспекторĕ», «Асăрханăр, каникул!», «Ачасене вĕренме кĕме пулăш» тата вуншар акци, çавăн пекех шкул çумĕнчи лагерьсенче дежурствăра тăрасси те _ йăлара.
Хальхи лăпкă мар саманара терракта сирме хăнăху илесси те полици ĕçченĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавна шута илсе округ центрĕнчи вăтам шкулта тата район больницинче, чăнлăха евĕрлесе, вĕренỹ ирттереççĕ.
Служба тивĕçне пурнăçланă чух Чечня республикинче пуç хунă полици майорне Валерий Сидорова асăнса волейбол турнирне йĕркелесси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Турнира ентешĕн асăну кунĕнче _ сентябрĕн 16-мĕшĕнче çулсерен ирттереççĕ.
Çапла, спорт пурнăçĕнчен те юлмасть коллектив. Çывăх вăхăтра акă Шăмăршăри полици уйрăмĕн спортсменĕсем, Чăваш Республикин рекордсменне Ф.П.Моисеева асăнса йĕркелекен кире спорчĕн ăмăртăвĕнче вăй виçĕç.
Милици (полици) ĕçĕн ветеранĕсемпе тачă çыхăну тытать коллектив. Вĕсенчен вĕренмелли сахал мар. Паллă пулăмсемпе, уйрăмах професси уявĕ ячĕпе, саламлассине асра тытаççĕ хальхи ĕçченсем. Паян та, Полици кунĕнче, аслă юлташĕсене чун-чĕрери ăшă сăмахсемпе саламларĕç, тав турĕç. Çакăнтан пысăк чыс мĕн пултăр-ха обществăри йĕрке хуралĕнче шанчăклăн тăнă çынсемшĕн!
Эпир те, округ çыннисем, Шăмăршăри полици уйрăмĕн мĕн пур ĕçченне професси кунĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлатпăр. Çăмăл мар ĕçре ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр, пархатарлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.
З.Свеклова.