Салтака ăсатни
Ача çуралсан ашшĕ- амăшĕ тата тăванĕсем ывăл ачана « салтака юрăхлă пултăр» тесе пил параççĕ.
Арçын ача 18 тултарсан , хĕсмете кайма ят тухсан, ăна тăванĕсем хăнана чĕнме пуçлаççĕ. Килĕнче те салтак ачи ăсатма хатĕрленеççĕ. Салтак ачи хăйпе пĕр çулти ачасемпе ял тăрах салтак юррисем юрласа çÿрет.Хăнана кайсан ( салтак ачи кĕртни тесе калаççĕ)тăванĕсем салтак ачине тĕрленĕ алă шăлли тата укçа панă.Укçа панă чухне çапла каланă : « Çак укçна тĕрес- тĕкел кайса килсе каялла тавăрса памалла пултăр».Çак сăмахсем службăна лайăх ирттерсе киле чипер çаврăнса килме сунни
Парнене мăйран çакса ярса салтака каякан çамрăк икĕ енелле вĕçтерсе юрласа çÿренĕ.
Салтак ачине юратнă хĕрĕ тутăр парнеленĕ, салтакран кĕтсе илме сăмах панă.Ыран каяс тенĕ чух салтак ачи килĕнче вăрăм çула ăсатма хăна- вĕрле пуçтарăннă: тăванĕсем, кÿрши – арши, юлташĕсем.
Ирхине, каяс тенĕ кун, сĕтел çине пăтă пĕçерсе лартнă, пуçламан çăкăр хатĕрленĕ.
Салтак ачине малтан пăтта çитернĕ, кайран ура çине тăратса çăкăр пуçлаттарнă.
Çăкăр сăмси хăш еннелле ÿкнине пăхнă: пиччĕн е тÿнтер. Пиччĕн ÿксен аван , тÿнтер аван мара тенĕ. Унтан вак укçа пăрахтарнă, хăш енне ÿкнине пăхнă. Çăкăр сăмсипе укçине шурă хутпа чăркаса тур кĕтессине хураççĕ, хăй киличчен тăтăр тесе. Салтак службинче çамрăкăн веçех йĕркеллĕ пулсан çăкăр тап- таса тарать,синкер пулсан çăкăр кăвакарать тесе шутланă.
Ашшĕ- амăшĕ ывăлне çул çине пехиллесе укçа параççĕ « Сĕт çулĕпе кайса , çу çулĕпе çаврăнса кил» - теççĕ.
Килтен тухса каяс умĕн салтак ачи пурне те ташлаттарса тухать. Унтан юрă пуçлать, çапла юрланă çертех юлташĕсем ăна икĕ хулĕнчен тытса, хыçалалла пăхтарса илсе тухса каяççĕ.
Ашшĕ- амăшĕ пÿртре сак çинче ларса юлаççĕ. Тула тухма юрамасть вĕсен. Тăванĕсем ял вĕçне ăсатма каяççĕ.
Салтак ачисен юррине илтсен кашнин куçĕнче куççуль тухать.
Крыльцаран тухрăм, çÿле пăхрăм
Кайăк хурсем мĕнле кайнине.
Пĕччен чухне ларса шухăшларăм,
Çамрăк ĕмĕр мĕнле иртнине.
Сăнÿкерчĕкре Виçпÿрт çамрăкĕсем 1956 çулта Кузьмин Геннадие салтака ăсатаççĕ.