Сунар хуçалăхĕ _ кану вырăнĕ
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ÇАВ ТЕРИ илемлĕ вăрманта _ Чукал лесничествинче _ «Чукальское» сунар хуçалăхĕ вырнаçнă. Ăна Чăваш Республикин «Госохотрыбслужба» хысна учрежденийĕ йĕркеленĕ. Кунти сунар вырăнĕ («охотничье угодье») 18298 гектар йышăнать.
Сунар хуçалăхне ятарлă лицензи илсе пăшалтан пеме çеç мар, канма та килме пулать. Канакансене кунта пурăнмалли хăтлă пỹлĕмсемпе çаврака мунча та кĕтеççĕ. Электричество кĕртнĕ, Интернет та ĕçлет. Телевизор, холодильник, микроволновка пур. Апатпĕçерме те, мангал çинче шашлăк ăшалама та пулать. Вăрманти уçă сывлăшра спорт упражненийĕсем туни те сывлăха тĕреклетĕ.
Сунар хуçалăхĕнче çемьепе пĕрле е туссемпе Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илни вара _ чăн-чăн романтика! Çакăн пек ырлăх хамăрăн Шăмăршă муниципалитет округĕнтерриторийĕнчех пулни пире çав тери савăнтарчĕ.