Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Пĕвершĕн» - Паттăрлăх орденĕ

«Пĕвершĕн» - Паттăрлăх орденĕ

Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Чаткас ялĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Фадеев ача чухне тантăшĕсемпе пĕрле вăрçăлла вылянă паллах, вăрçă çинчен кĕнекесем вулама, фильмсем пăхма та кăмăлланă, анчах хăй пурнăçĕнче çак хăрушă синкере курасса шутлама та пултарайман. Вăл вара çулне кура мар темĕн те курнă: Çурçĕр Кавказра контртеррористла операцие хутшăннă, халĕ _ ятарлă çар операцийĕнче. Алексей _ Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ. Вăл аманнă хыççăн тăван ене реабилитаци отпускне килнĕ, ун чухне курса калаçрăмăр та паттăр ентешпе.

Çар опычĕ пысăк

- Алексей, санăн çар опычĕ пысăк, хĕсмет мĕнле пуçланчĕ?

- Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Кỹкеçри 27-мĕш профессиллĕ техника училищинче вĕрентĕм. 2004 çулхи раштав уйăхĕнче мана çара илчĕç, Шалти çарсене, Чулхула облаçĕнчи Богородск хулине лекрĕм. Сакăр уйăхран контракт алă пусрăм та, пире Чечен Республикинчи Аргун хулине ăсатрĕç. Контртерроризм операцине хутшăннă, 2007 çулта вара контракт вĕçленчĕ те киле таврăнтăм.

- Мĕнле специальность пулнă санăн çарта?

_ Чечняра эпĕ малтан гранатометчик пултăм. Унтан урăх специальность илес килчĕ - сапера вĕрентĕм. Хăш чухне талăкне 30 çухрăм кайнисем те пулнă, çулсемпе унти вырăнсене тĕрĕслеттĕмĕр, минăсенчен тасататтăмăр.

- Киле килсен мĕн турăн?

- Мускава стройкăна ĕçлеме кайрăм. Чечняра хĕсметре тăнă чухнех мана нумай вăхăтлăх отпуск тивĕçнĕччĕ. Килте мĕн тумалла? Вара пĕрремĕш хут Мускава ĕçлеме кайрăм. Монолит çурчĕсем тунă çĕрте ĕçлерĕм, çавăнпа эпĕ опытлă монтажник тесен те юрать.

Мускавра мобилизациленĕ

- Мобилизациленнисен шутне мĕнле лекнĕ эсĕ?

- Вăл самантчен Мускавра нумай ĕçленĕ ĕнтĕ, чи малтанах çар опытне шута илнĕ пулас. Пирĕн частьри салтаксене Мускаврах юпа уйăхĕнчен пуçласа раштавччен вĕрентрĕç, вара раштавăн 5-мĕшĕнче лере илсе кайрĕç.

- Халĕ мĕнле специальность сан?

- Малтан гранатометчик пулнă. Лере çитсенех мана гранатометчиксен инструкторĕ туса хучĕç, çамрăк салтаксене хăнăхтараттăм, хам опыта параттăм. Унтан штурмлакан отряда куçрăм.

- Чăваш Енрен ачасем татах пур-и санпа пĕрле?

- Пирĕн тек çук. Никам та çук, эпĕ пĕччен. Манăн вăрттăн ят та унта «Чуваш». Пĕррехинче Патăрьел округĕнчи ентеше курнăччĕ, вăл - контрактник. Калаçса тăранаймасăр сăмахларăмăр, чăвашла хутшăну, чăнах та, çитмест. Тăван сăмаха çав тери илтес килет. Хăш чухне, уйрăмах вăрçма тивсен, чăвашла вăрçатăп та вара манран: «Мĕн пулчĕ, Чуваш?» _ тесе ыйтаççĕ.

Аманни çинчен

- Сана çакăн пекех вăйлă ăçта лектерчĕç?

- Аманас умĕн эпир Бахмут районĕнче пултăмăр. Çар заданийĕ çинчен полк командирĕпе калаçрăмăр, эпĕ ун патĕнчен кайрăм, инçех те кайса ĕлкĕреймерĕм, кассетăллă снаряд (кассетăллă боеприпассем питĕ хăрушă, вăл çурăлса кайсан ун ăшĕнчен пĕчĕкрех тата нумай-нумай снаряд вĕçсе тухать те салтаксене, техникăна пĕтерет, амантать, юрăхсăра кăларать - авт.) вĕçсе килчĕ, сăмсаран, тăнлавран, ураран тата алăран лекрĕ. Урапа алă халĕ те йĕркеллĕ тỹрленеймеççĕ-ха. Çапла, мана унччен ăнса пыратчĕ. Чăнах та, пĕрре хăлхана питĕ хытă пырса тиврĕ. Пурĕ пилĕк хутчен контузи пулса, анчах кун пек вăйлă лекменччĕ-ха...

- Кассетăллă боеприпассемпе усă курма чарнă теççĕ-çке-ха... (Кассетăллă боеприпассемпе усă курма чаракан ятарлă Конвенци йышăннă - авт.)

- Раççей çеç çак Конвенцие пăхăнать ахăр. Тăшман вĕсемпе час-часах усă курать.

- Ку юлташусен куçĕ умĕнчех пулса иртрĕ-и?

- Çук, калатăп-çке, полк командирĕпе калаçма кайнăччĕ. Манăн кăкăр çинче яланах виçĕ раци таран çỹрет, илтетĕп пĕринпе: «Чуваш, эсĕ ăçта?» _ тесе ыйтать юлташ. «Эпĕ _ «300-мĕш», _ тесе хуравлама пултартăм. «Ăçта?», «Хăçан?» _ ачасем тỹрех чупса пычĕç. Мана çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче амантрĕç. Пĕр уйăх Смоленскра госпитальте сиплентĕм. Халĕ акă реабилитаци отпускĕнче. Çывăх вăхăтра каялла таврăнмалла.

- Хăвна амантни çинчен, госпитальте выртни çинчен çывăх çыннусене мĕнле пĕлтертĕн?

- Эпĕ каламарăм та, хамăн тăвансене те аннене пĕлтерме хушмарăм. Мăшăрăма _ Наталья Валентиновнăна, аннене _ Вера Ивановнăна _ тем пысăкăш тав сăмахĕ каласшăн мана ăнланнăшăн. Çав вăхăтрах каçару та ыйтатăп, нумай куççуль тăкма тивет вĕсен маншăн.

Орден тата медаль

Алексей кăкăрĕ çинче _ Паттăрлăх орденĕ тата «Çар ĕçĕнче палăрнăшăн» медаль.

- Паттăрлăх орденне хăçан панă сана?

_ Кăçал ака уйăхĕнче, шăпах отпуск умĕн.

- Каласа пар-ха, тархасшăн, тĕплĕнрех…

- Ачасене (хĕсметре пĕрле тăракансене - авт.) тăшман персе тăнă çĕртен илсе тухнăшăн пачĕç. Пĕтĕмĕшпе илсен, эпĕ яланах çар заданийĕнчен чи юлашкинчен тухатăп.

- Ăçта пулса иртрĕ ку?

- Эпир «Пĕвер» текен вырăнта тăраттăмăр, Кременная хули çывăхĕнче. Карттă çинче ку вырăн пĕвер пекех курăнать, çавăнпа ăна çапла калатпăр. Ун чух командир: «Маттур, Чуваш», _ терĕ. Мана орден пама тăратнине эпĕ пĕлмен те. Кайран тин вăл орденпа чысласси çинчен пĕлтерчĕ. «Мĕншĕн?», _ тесе ыйтрăм та, вăл вара: «Леш çапăçушăн, «Пĕвершĕн», _ терĕ. Медальне вара тăшманран темиçе хут та укрепленисем туртса илнĕшĕн пачĕç, эпир штурмлакан отряд-çке, малта пыракансем.

- Хăçан пулчĕ вăл?

- Пуш уйăхĕнче. Нарăс уйăхĕнче эпир Т-шкра пултăмăр (çỹлтен пăхсан Т саспаллине аса илтернĕшĕн пирĕн салтаксем çапла ят панă ку вырăна - авт.). Тăшман территорине шала 100 метр вырăнне 800 метр тăршшĕ кĕрсе кайрăмăр. Саккăрăн. Унта виçĕ кун та виçĕ каç пултăмăр. Шыв çук, юрать, сухпайсем пулнă. Юра ирĕлтерсе ĕçрĕмĕр, юра кун пек чăмлани нимĕн те памасть, пĕрех ĕçес килет. Пирĕн тĕп вăйсем 800 метрта юлнă, малалла кайма пултараймаççĕ, тăшман питĕ харсăр, пĕр чарăнми персе тăратчĕ. Кăнтăрла ăшă-ха, анчах çĕрле питĕ сивĕ. Унтан пирĕн позицие «Барс» харпăр çар компанийĕн боецĕсем пырса тăчĕç. Анчах тепĕр икĕ кунтан пирĕн позицисене каялла панă. Каллех унта кайма тиврĕ. «Пĕверте» те çавăн пекех пулчĕ, эпир унтан тухса кайрăмăр, туртса илнĕ позицисене каллех каялла панă пирĕн хыççăн юлнисем.

- Кỹренмелле пулĕ...

- Паллах, кỹренмелле. Унти çапăçусем çухатусăр пулман-çке

Ачасем патне

- Эсĕ халĕ унта таврăнатăн. Çакăн пек сурансемпе демобилизациленме юрамасть-и вара?

- Эпĕ хам демобилизаципе таврăнасшăн мар, унта ман ачасем-çке. Çитменнине тата халĕ эпĕ взвод командирĕ.

- Алексей, унта çитсен чи хăрушши мĕн пулчĕ?

- Малтан нимĕнрен те хăрамастăмччĕ, анчах тепĕр уйăхран, малтанхи «200-сем» кайсан, хăрушлăх туйăмĕ килчĕ. Унтан каллех хăрама пăрахрăм. Взвод командирĕ пулса тăрсан, хамăн ачасемшĕн яваплăх тытнипе çыхăннă тепĕр туйăм çуралчĕ. Мĕн те пулин пулсан, ашшĕ-амăшĕсем патне çырмалла: мĕн çырмалла, мĕнле çырмалла _ сăмахсем тупма питĕ йывăр. Ку ĕнтĕ хамăн пурнăçшăн çеç мар, хамăн ачасене, пĕрле ĕçлекенсене çухатасран хăранипе çыхăннă, взводра тăракансен пурнăçĕшĕн хăрани.

- Тăшманпа куçа-куçăн тăрса çапăçни пулкалать-и?

- Эпир штурмлакан отряд вĕт, темиçе те çĕçĕпе çапăçнă, пĕр-пĕринпе алă вĕççĕн тытăçни те пулнă.

- Аннỹпе, çывăх çыннусемпе, тăвансемпе çыхăну пур-и лере чух?

- Халĕ гуманитари пулăшăвĕпе спутник турилккисем илсе килме пуçларĕç, интернетпа çыхăнма пулать, анчах карас çыхăнăвĕ çук.

- Гуманитари пулăшăвĕ час-часах килет-и?

- Час-часах. Госпитальте выртнă чух тепĕр хут илсе килчĕç терĕç.

- Мĕн илсе килеççĕ?

- Пурте пур: туртмалли, апат-çимĕç, канфет таранах, обмундировани те, приборсем те.

- Алексей, сана уççăн калаçнăшăн тав тăватăп. Пирĕн вулакансен ячĕпе сана тата санпа пĕрле ĕçлекенсене сывлăх тата салтак ăнăçăвĕ сунатпăр, Турă сыхлатăр та упратăр сире.

- Тавтапуç. Эпĕ Чаткас çамрăкĕсене, ял-йыша, хамăр тăрăхри ентешсене тав сăмахĕ каласшăн _ эсир мана йывăр вăхăтра нумай пулăшрăр, сирĕн пулăшăвăр, ырă сăмахăр мана тăшманпа çапăçма вăй-хал парса тăрать. Сăмах паратăп, Чаткас ятне, Шăмăршă ятне, Чăваш ятне ямастăп _ эпир çĕнтеретпĕрех!



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
09 октября 2023
16:06
Поделиться