«Хам лартнă йывăçсем çине пăхатăп та, чун савăнать»
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ÇАМРĂКСЕМ - ваттисем пек мар - пурнăç çине романтика туйăмĕпе пăхаççĕ. Акă муниципалитет округĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Алексей Кувайский çут çанталăка мĕн ачаран юратса ỹсни, килти пахчара хăй лартнă йывăçсем ăна савăнăç кỹни çинчен пĕлтерчĕ те, çамрăк çынпа тăван тавралăх пирки калаçма кăмăл çĕкленчĕ.
_ Шăмăршă тăрăхĕнчи кашни ял илемлĕ, _ терĕ Алексей Сергеевич. _ Çапах та тата илемлĕрех, тирпейлĕрех курас килет. Акă иртнĕ кунсенче кăна-ха «Раççей шывĕ» ятпа акци ирттертĕмĕр. Çак акци пĕтĕм çĕр-шывĕпех пырать, пирĕн округ та унта хутшăнчĕ. Шăмăршă ялĕ çывăхĕнчи вăрманта пĕчĕк кỹлĕ йĕри-таврашне ăпăр-тапăртан тасатрăмăр, çавăн пекех Кĕçĕн Хырла çырми çыранне тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Хальлĕхе çак ырă ĕçе 15 çын хутшăнчĕ, тепĕр субботника çут çанталăк тусĕсем нумайрах килессе шанатăп. Кивĕ Чукал, Палтиел, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă, Анат Чаткас ял территори уйрăмĕсенче те «Раççей шывĕ» акцие хутшăннă. Ман шутпа, çак ĕçе чăн малтан муниципалитет округĕн Пухăвĕн депутачĕсен йĕркелесе-ертсе пымалла, шкул коллективĕсен те ырă тĕслĕх кăтартмалла.
_ Алексей Сергеевич! 2024 çул Чăваш Енре Экологи культурипе çут çанталăк управĕн çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтерчĕç. Çулталăк усăллă та асра юлмалла иртесси Сиртен те нумай килет. Ĕлĕкрех Шупашкар миçе тĕп йывăç лартмалли, миçе çырмана ишĕлесрен хỹтĕлемелли çинчен хушу ярса паратчĕ. Халĕ еплерех ĕçлетĕр?
_ Çỹлтен хушасса кĕтмесĕрех, округри ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ мероприятисен планне туса хатĕрлерĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 31-мĕшĕччен округра йывăçсемпе тĕмсем лартмалли тата тăпра эрозийĕпе кĕрешмелли уйăхлăх иртет. Кашни территори уйрăмĕн, предприятисемпе организацисен, шкулсен, фермер хуçалăхĕсен кĕркуннехи экологи уйăхлăхне хастар хутшăнма тăрăшмалла.
Сăмахран, Патирек ялĕнче кăçал çĕнĕ пĕве турĕç, ку ĕçре Александр Егоров предприниматель пысăк вăй хучĕ. Çак пĕве хĕррипе йывăçсемпе тĕмсем лартсан мĕн тери лайăх пулĕччĕ. Палтиел вăтам шкулĕ ку ĕçрен аяккинче тăмĕ тесе шутлатăп.
Ас тăватăп-ха, эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне йывăçсемпе тĕмсем лартма кашни класс хутшăнатчĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеттĕмĕр. Кайса курнă-и эсир Кивĕ Чукала? Çул хĕрринче эпир лартнă йывăçсем илем кỹрсе ешереççĕ, хĕлле тарăн юр хỹсе каясран хỹтĕлеççĕ.
_ Çапах та йывăçăн тăшманĕ те пур вĕт-ха. Ăна качака теççĕ. Эпĕ ыйтса пĕлнĕ тăрăх, округ центрĕнче кăна çак выльăх 200-е яхăн. Округĕпе вара _ 1 пин ытла. Ирĕкре çỹрекен качакасем те пур. Вĕсем вара, историри Мамай çарĕ пек, хăйсем хыççăн нимĕн те хăвармаççĕ: кăшлаççĕ, çиеççĕ, çĕмĕрсе-ватса пĕтереççĕ...
_ Тĕрĕсех калатăр. Шăмăршăра ирĕкре çỹрекен выльăх-чĕрлĕх нумай. Эпĕ çуралса ỹснĕ Кивĕ Чукалта качакасене кăкарса тытаççĕ пулсан, пурне те ырă тĕслĕх кăтартмалли округ центрĕнче вĕсем хуçа пулса çỹреççĕ. Çакă пурне те тарăхтарать.
_ Алексей Сергеевич! Çак йĕркесĕрлĕхе куратпăр, пăшăрханатпăр, анчах пĕр качака хуçине те пулин явап тыттарнă-и?
_ Шел те, ку енĕпе çителĕксĕр ĕçлетпĕр. Ял территори уйрăмĕсенче ĕçлекенсем ятлаçнипех çырлахаççĕ, никампа та хирĕçесшĕн мар. Укçа-тенкĕ тỹлеттерсе айăпламасан йĕрке тума йывăр. Малашне качакасене ирĕкре çỹретнĕшĕн хуçисенчен хытăрах ыйтма пуçлăпăр.
Штраф тỹлеттерсен вĕсем выльăха кăкарса тытмаллине ăнланса илĕç.
Тата çакна та каласа хăварасшăн. Кĕркуннехи уйăхлăх пуçланнă май, улма-çырла йывăççисем ытларах лартассишĕн те тăрăшасчĕ. Темиçе çултан пирĕн ялсем çуркунне _ шап-шурă çеçкепе, кĕркунне _ пылак та ырă шăршăллă пан улмипе, грушăпа, сливăпа, ытти çимĕçпе савăнтарччăр.