Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕренекен ача пур енлĕ аталантăр

Вĕренекен ача пур енлĕ аталантăр

Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче «Ачалăх» навигаторĕ» проекта пурнăçлас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттереççĕ. Палтиел вăтам шкулĕ те ку пархатарлă ĕçрен юлмасть.

Тỹрех каламалла, çитĕнекен ăрăва кăмăл туртăмне, шкул традицийĕсене, культура еткерлĕхне кура аталанма условисем туса хума тăрăшатпăр. Патриотизм туйăмне, социаллă яваплăха, творчествăлла вĕренĕве, ĕçе тата пурнăçа юратассине, профессие тĕрĕс суйласа илесси çине пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Паллах, ачасенче çут çанталăка упрас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, илемпе эстетика культурине аталантарас туртăмсене те мала хуратпăр.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче çỹлерех асăннă юхăмсемпе çыхăнтарса 100 мероприяти ирттертĕмĕр. Пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутĕнче çаксем: кашни тунтикуна РФ тата ЧР Патшалăх Ялавĕсене çĕкленипе, Гимнсемпе пуçлани; «Чи кирли çинчен _ калаçу», «Пĕлỹ вырсарникунĕ» йĕркелени; «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акципе килĕшỹллĕн ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене салфетка тĕрлесе пани тата «Шанчăк çурти» акцие ырласа вĕсем валли çĕр пỹрт çуртисем хатĕрлени, гуманитари пулăшăвĕ валли кирлĕ япаласем пуçтарни; Раççейри шкул ачисен Çуралнă кунне паллă туни; Атте тата Анне кунĕсене, Çĕнĕ çула уявлани; Халăхсем хушшинчи художник кунне паллă туни; «900 çурта», «Георги хăйăвĕ», «Астăвăм çурти», «Вилĕмсĕр полк» акцисене, «Кайнисене асăнса, чĕррисене сума суса» митинга (нимĕç фашисчĕсене Сталинград патĕнче çапса аркатнăранпа 80 çул çитнине халалласа) хутшăнни...

Çавăн пекех, социаллă активлăха ỹстерекен «Раççейĕн пĕчĕк ăмăрт кайăкĕсем» программипе килĕшỹллĕн, 3-мĕш класа аталанма май пулчĕ. Кăçал вара ку программăна тĕпе хурса 1-мĕш класпа ĕçлетпĕр.

Умри тĕллеве _ çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшассине _ вĕрентекенсем, класс ертỹçисем, шкул директорĕ, унăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ тата советникĕ пĕрлехи вăйпа пурнăçлатпăр. Çакă пире ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума пулăшать.

2023-2024-вĕренỹ çулĕ те нумай çĕнĕлĕхпе тулĕ, кашни вĕренекене тивĕçлĕ воспитани илме пулăшĕ. Малашне те ỹсĕм çулĕпе хăюллăн утăмласчĕ.

В.Головинская, Палтиел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
25 сентября 2023
10:11
Поделиться