Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Мăнтăр» тесен, кĕр савăнать кăна

«Мăнтăр» тесен, кĕр савăнать кăна

СĂМАХĂМА çĕнĕ хыпарпа пуçлам-ха. Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Олег Хлюкинпа Петр Майоров фермерсем çак кунсенче кутамкка çакнă та инçе çула тухнă. Вĕсем Шупашкарти «Агромашснаб» ООО ертỹçипе Владимир Жирновпа пĕрле Петербург хулинех çитнĕ, пысăк хăватлă «Кировец» трактор туса кăларакан завода кĕрсе курнă. Пирĕн фермерсем Петербургри тĕнчипех паллă трактор завочĕ çинчен юлташĕсене чунтан хавхаланса каласа параççĕ.

«Петербургри трактор завочĕ» ЗАО _ çĕр-шывра трактор туса кăларакан чи ватă предприятисенчен пĕри. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кунта йывăр ял хуçалăх машинисем туса кăларма тытăннă. Шăпах çакăнта ĕнтĕ 1962 çулта легендăна кĕрсе юлнă «К-700» трактор «çуралнă». 13 тонна йывăрăшлă машина Шăмăршă уй-хирĕнче те пысăкĕç турĕ. Çак маркăллă тракторсене завод 480 пин ытла туса кăларнă.

Завод талăкĕпех ĕçлет, кунта 1682 çын вăй хурать. Хальхи вăхăтри чи çĕнĕ оборудовани пирĕн фермерсене чăнласах та тĕлĕнтернĕ. Трактор пухакан конвейер ĕçĕпе паллашни те ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Завод çулталăкра 1000 ытла трактор туса кăларать. К-744Р серири «Кировец» ют çĕр-шывсенчи тракторсенчен лайăхрах тата шанчăклăрах.

Олег Хлюкинпа Петр Майоров Петербургра пулнă чухне Шăмăршă муниципалитет округĕнчи фермерсем канашлăва пуçтарăнчĕç. «Кĕр мăнтăр килчĕ», _ çапла ытарлăн хакларĕ фермерсен ĕçне округ пуçлăхĕн çумĕ _ ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Ухваркин. 10003 гектар çинчи тыр-пула тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ, кашни гектартан вăтамран 34,3 центнер тухăç илнĕ. Паян пỹлмесенче 34360 тонна паха тырă упранать. Сутмалăх та, халăха çĕр пайĕшĕн валеçмелĕх те, вăрлăх валли те çителĕклĕ. Чăннипех те, маттур çав пирĕн çĕр ĕçченĕсем!



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
25 сентября 2023
10:09
Поделиться