Ан пултăр инкек çул çинче
Сентябрĕн 18-24-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн эрни иртет. Ун тĕллевĕ - çул çинчи инкек-синкеке чакарасси, граждансене автоçул çинчи аварисем пирки ăнлантарасси.
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн эрнине йĕркелени ăнсăртран мар. Профилактика мерисене йышăнсан та, Чăваш Республикинче ку енĕпе лару-тăру йывăр: ачасем аварие лекнĕ тĕслĕх çав-çавах нумай. Çул çитменнисем автоаварисене çакланни уйрăмах çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче йышлă.
Çула тухакансене _ водительсене те, çуран çỹрекенсене те _ çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр.
А.Мальцев, Патшалăхăн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕ, аслă лейтенант.
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ