Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Упапа пăши. Хăшĕ-ши Шăмăршă вăрманĕн «патши»

Упапа пăши. Хăшĕ-ши Шăмăршă вăрманĕн «патши»

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ШĂМĂРШĂ вăрманĕнчи чи пысăк тискер кайăксенчен упапа пăшие асăнмалла. Чăнах та, упа питех те сайра тĕл пулать, çапах та «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн территорийĕнче кăçал утамана курни çинчен калаççĕ.

Пăши йышĕ вара пирĕн вăрманта 100 пуç ытла. Вырăсла ăна «лось» теççĕ.

Пăши _ сĕтпе тăранса пурăнакан чĕр чун. Унăн тăрăшшĕ _ 3 метра, çỹллĕшĕ 2 метр та 40 сантиметра та çитет. Йывăрăшĕ _ çур тоннăран кая мар. Пăши вăкăрĕ, çак выльăх ĕнипе танлаштарсан, нумай патвартарах.

Сĕтпе тăранса пурăнакан ытти чĕр чунпа танлаштарсан, пăши мăйраки те чи пысăкки. Вăл 1 метр та 80 сантиметр сарлакăш, 30 килограмм йывăрăш пулма пултарать. Пăши вăкăрĕ çеç мăйракаллă, ĕнин мăйраки пачах та çук.

Хура кĕркунне пăши хăйĕн мăйракине хывса пăрахать те çуркуннечченех унсăр пурăнать. Кайран вара çĕнĕ мăйрака ỹсет.

Пăши питĕ лайăх илтет, анчах япăх курать. 20 метртан та çынна асăрхамасть. Çав вăхăтрах çак чĕр чун шывра лайăх ишет, 20 километра та «парăнтарать».

Пăши усал чĕр чун мар, анчах ертнĕ вăхăтра тискерленме пултарать. Ку вара çыншăн та хăрушлăх кăларса тăратать.

Çак тискер кайăк 20 çул таран пурăнма пултарать, анчах та ирĕкре унăн ĕмĕрĕ чылай кĕскерех. Пăшин тăшманĕ нумай, чи хăрушши вара _ пăшаллă çын.

Пăши йывăçпа тĕм çулçипе тата турачĕпе, тĕрлĕ курăкпа тăранса пурăнать. Хĕлле йывăç хуппине те тиркемест.

Темиçе çул каялла Пăчăрлă Пашьел лесничествин уçă картинче икĕ пăши пурăнатчĕ. Лесниксем вĕсене йывăç турачĕпе тата утă-улăмпа тивĕçтеретчĕç, çуламалли тăвар хурса паратчĕç.

Чăваш Республикин «Госохотрыбслужба»хысна учрежденийĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнчи «Чукальское» сунар вырăнĕнче егерьсем пăшисене çулçăллă апатпа тата çуламалли тăварпа тивĕçтерсе тăраççĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
08 сентября 2023
13:22
Поделиться