Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Туслă пул яланах

Туслă пул яланах

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ÇУТ ÇАНТАЛĂК çынна савăнăçлă минутсем парнелет. Ăна сăнанă май, çын чунпа тасалать, ырăрах пулать. Çут çанталăк вăрттăнлăхĕсем пире ăслăрах пулма вĕрентеççĕ. Анчах та вăл пиртен пулăшу та кĕтет. Çут çанталăка упрамалла, ăна сиен кỹресрен асăрханмалла.

Кашни çулах предприятисем атмосферăна пин- пин тонна хăрăмпа кĕл, сиенлĕ газ кăлараççĕ. Хула урамĕсенчи пин-пин автомашина газпа сывлăша варалать. Çакă çын сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ. Çавăнпа та экологсем хула çыннисене велосипед çине ларма сĕнеççĕ. Велосипед _ экологи тĕлĕшĕнчен чи таса транспорт хатĕрĕ.
Пирĕн хушăмăрта çут çанталăк çине тăшманла, ĕмĕтсĕрле пăхакансем те тĕл пулаççĕ. Кỹлĕ е пĕве хĕррине канма кайсан вараласа хăваратпăр, тĕрлĕ çỹп- çап пăрахса тултаратпăр. Шăмăршă вăрманĕнче те пластик савăт-сапа, кĕленче ванчăкĕ тем чухлех. Çак тасамарлăх, çут çанталăка сиен кỹнипе пĕрлех, туристсене те сивĕтет.

Çут çанталăк пирĕншĕн хăйĕн пуянлăхне шеллемест. Анчах та çак пуянлăха ватса-çĕмĕрсе хăварас марччĕ. Кăмпана тĕпĕпех тăпăлтарни, шĕшкĕ турачĕсене хуçса пĕтерни, пилешпе палана амантса хăварни, çĕмĕрте хуçса пĕтерни вăрмана пысăк сиен кỹрет. Пирĕн пурнăçа сывă çут çанталăк çеç илем кỹрет. Çавăнпа та мĕн пуррине упрама пĕлер, тăван тавралăха юратса пурăнар.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
08 сентября 2023
13:20
Поделиться