Çăл куçа тасат, тăванăм
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ÇĔР айĕнче _ 200 метр ытла тарăнăшĕнче _ çăл куç тымарĕ (жила) 20 градусран та ăшăрах иккен. Çĕр çине тапса тухнă май шыв сивĕнет, 5-10 градуса çити юлать.
Çăл куç тымарне тăмпа хăйăр фильтрласа тасатаççĕ. Тăм бактерисене те пĕтерет. Çакă унăн тытăмĕнче кремни пуррипе çыхăннă.
Кремни, ытти элементсемпе хими реакцине кĕрсе, биокатализатор йĕркелет.
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи çăл куçсен шывне (Çĕнĕ Чукал, Кивĕ Чукал, Ярăслав çăлĕсене) лабораторире тĕрĕслени çакна кăтартса панă: шывра кремни хисепĕ кирлинчен ытлашши мар. Кремни çын организмĕшĕн усăллă: вăл клеткăсене çамрăклатать тата сывлăха çирĕплетме пулăшать.
Çитĕннĕ çынна талăкра кремни кирлĕ пулсан, 30-40 мг организм апатпа _ 3-5 мг, сывлăшпа 10-15 мг илет. Ыттине шыв саплаштарать. Çакна палăртмалла: врачсем çирĕплетнĕ тăрăх, çăл куç шывне ĕçекенсем инфекци тата вирус чирĕсемпе сахал чирлеççĕ. Çăл куçа тасатса, йĕри-таврашне тирпейлесе тăни хамăр сывлăхшăн тăрăшни пулĕччĕ.