Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Хĕрлĕ кĕнекен» электрон макетне çирĕплетнĕ

«Хĕрлĕ кĕнекен» электрон макетне çирĕплетнĕ

Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ÇАК кунсенче Чăваш Республикин «Хĕрлĕ кĕнекине» хатĕрлес тĕлĕшпе йĕркеленĕ Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта «Хĕрлĕ кĕнекен» «Чĕр чунсем» томĕн электрон макетне сỹтсе явса çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикинче 1600 ытла тĕрлĕ ỹсен-тăран, сĕтпе тăранса пурăнакан 60 ытла чĕр чун, 296 тĕрлĕ вĕçен кайăк, 50 тĕрлĕ пулă, шывра ишекен тата çĕр çинче шуса çỹрекен 18 тĕрлĕ чĕр чун пурăнать. Вĕсене çитес ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе йĕркелеççĕ те «Хĕрлĕ кĕнекене». Çỹлте асăннă тома 229 тĕрлĕ чĕр чун кĕнĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
08 сентября 2023
13:19
Поделиться