Ешĕл чăрăш лартма тăрăш

Ешĕл чăрăш лартма тăрăш

Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

КАМ юратмасть-ши çак хитре йывăçа? Çĕнĕ çул уявĕнче вăл ача-пăчана та, çитĕннисене те пысăк савăнăç парнелет.

Чăрăш _ 50-55 метр çỹллĕшне ỹсме, 200-300 çул пурăнма пултаракан йывăç. Хĕвел çути питех ỹкмен вырăнта та ỹсет, пирĕн тăрăхри хĕл сиввине те чăтăмлăн тỹссе ирттерет.

Чăрăш вăрлăхпа ĕрчет, йĕкелĕнче 20 таран вăрă пулать. 10-15 çулхи чăрăш çеç çимĕç парать, май уйăхĕнче тĕвĕленет те йĕкел, октябрьте пулса çитет. Çĕр çине ỹкнĕ вăрлăхран темиçе çултан тин çамрăк хунав шăтса тухать.

Чăрăш йывăçĕпе _ строительствăра, йĕппипе тата хуппипе медицинăра анлă усă кураççĕ.

Юлашки çулсенче вăрманта чăрăшсем чирленине, типсе хăрнине тăтăшах асăрхама пулать. Çавăнпа та çамрăк йывăçсем ытларах лартма тăрăшмалла. Чăрăш çул аяккинче те, пĕве е кỹлĕ çывăхĕнче те илемлĕн курăнать, вăрман тăрăхĕ уй-хире вăйлă çил типĕтсе ярасран хỹтĕлет.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
08 сентября 2023
13:25
Поделиться