Экологие юратмалла çеç мар, уншăн тăрăшмалла
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ, çав шутра пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнче те, 2024 çул тематикине анлăн сỹтсе яваççĕ. Нумайăшĕ çитес çулталăка экологие халалласшăн. Эпир муниципалитет округĕнче пурăнакан хăш-пĕр çынпа курса калаçрăмăр.
Геннадий Марков, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн Пăчăрлă Пашьел лесничествин лесничийĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи:
_ Вăрман ĕрчетес тата ăна сыхласа ỹстерес ĕçре 30 çул ытла вăй хунă май, экологи пирки çакна калама пултаратăп: çут çанталăка юратма, тăван тавралăхшăн тăрăшма ачасене пĕчĕккĕ чухнех вĕрентмелле. Ку тĕлĕшпе лесничествăпа шкул тата ялти ача сачĕ килĕштерсе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ман шухăшпа, муниципалитет округĕнче шкул лесничествисен ĕçне çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла, вăрманăн çамрăк тусĕсене ятарлă формăпа тивĕçтермелле. Шкул лесничестви вăрман хуçалăх работникĕсен çывăх тусĕ пултăр, çут çанталăка упрама, çуллахи вăхăтра вут-кăвар тухасран сыхă тăма воспитани пама хутшăнтăр.
Артем Саблин, «Победа» ООО ертỹçи:
_ Экологи ыйтăвĕ ял хуçалăхне те тỹрремĕнех пырса тивет. Çултан çулах минерал удобренийĕпе тата хими препарачĕпе анлă усă куратпăр вĕт-ха.
Хамăр хуçалăхра эпир минерал удобренине тĕрĕс упрамаллине, хими им-çамне тăпрана хывнă чух агрономи технологине çирĕп пăхăнмаллине асра тытатпăр. Удобренипе пĕлсе (вырăсла _ грамотно) усă курсан, çут çанталăка сиен кỹмесĕрех çĕр пулăхне ỹстерме пулать.
«Малашлăх _ альтернативлă, биологиллĕ çĕр ĕçĕнче», _ теççĕ хăшĕсем. Хими препарачĕсем вырăнне, ỹсен-тăран юлашкипе, тислĕкпе, сидератсемпе, органикăлла тĕрлĕ каяшпа усă курма пуçламалла, пăрçа йышши культурăсене анлă çул памалла, ỹсен-тăран чир-чĕрĕпе тата хурт-кăпшанкăпа биологи майĕсемпе кĕрешме тытăнмалла. Анчах та альтернативлă çĕр ĕçĕ экономикăшăн питĕ хака ларать.
Хими им-çамĕ çын сывлăхне сиен кỹни пирки те ученăйсем тĕрлĕ калаççĕ. Сăмахран, Японире ял хуçалăхĕсенче пирĕнтен темиçе хут ытларах хими препарачĕпе усă кураççĕ. Çав вăхăтрах çак çĕр-шывра çын ĕмĕрĕн тăрăшшĕ _ тĕнчере чи вăрăмми.
Ял хуçалăхĕнче химие анлă çул пани экологие тем чул сиен кỹреймест, энергин çут çанталăк çăл куçĕсен (газ, нефть, çĕр кăмрăкĕ) сиенĕ вара _ нумай пысăкрах.
Вадим СЕВРЮГИН, ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕ, Шăмăршă ялĕ:
_ Удобрение пысăк виçепе хывсан, чи малтан, азот удобренийĕпе «иртĕхсен», пĕвесемпе кỹлĕсем, çĕр айĕнчи шыв нитратсемпе, сульфатсемпе, хлоридсемпе тата ытти хутăшсемпе вараланас хăрушлăх пур. Шывра хими элеменчĕсен хисепĕ пысăк пулнине эвтрофикаци теççĕ. Çавна пулах шыв «чечекленет» тата йỹçме пуçлать, шыв курăкĕсем (водоросли) пусса илеççĕ.
Муниципалитет округĕн территорийĕнчи çырмасемпе пĕвесем çумĕнче шыва сыхлакан тăрăх (водоохранная зона) туса хумалла, вăл 15 метр сарлакăшĕнчен кая ан пултăр. Çак тăрăхра ял хуçалăх культурисене пестицидсемпе пĕрĕхме, шыв çывăхĕнче удобрени склачĕ е тислĕк тăкмалли вырăн тума пачах та юрамасть.