Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вун саккăртан пĕри те Шăмăршăран мар

Вун саккăртан пĕри те  Шăмăршăран мар

ÇАК кунсенче кăна-ха Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев чăваш, ирçе тата тутар чĕлхипе ирттернĕ халăхсем хушшинчи олимпиадăсен çĕнтерỹçисене хатĕрленĕ учительсене укçан преми парса хавхалантарасси çинчен Йышăну кăларнă.

Списокра _ 18 преподаватель. Патăрьел округĕнчен _ тăваттăн, Комсомольски округĕнчен _ тăваттăн, Йĕпреç тăрăхĕнчен виççĕн...

Питĕ шел, çак 18 вĕрентекен хушшинче пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнчен пĕр çын та çук. Пирĕн учительсене укçа кирлĕ мар-ши, е олимпиада çĕнтерỹçисене хатĕрлеме тăрăшакан çук?

Кама мĕнле те, мана _ хамăр округри чăваш тата тутар чĕлхи учителĕсене чунтан хисеплекен çынна _ пултаруллă ачасене курма-асăрхама тăрăшманни, «олимпиадăра çĕнтермесен те юрĕ-ха, чи кирли _ хутшăнни» шухăшпа çеç пурăнни хытă пăшăрхантарать. Хăйсене шухăшлаттарать-ши çакă?



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
04 сентября 2023
11:15
Поделиться