Тăрă шыв çеç пултăр пĕвере
ÇĔР-ШЫВРИ «Раççей шывĕ» акцие хутшăнса, Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансем те çырмасене, кỹлĕсене, пĕвесене тата çăл куçсене тасатса тирпейлеме тăрăшаççĕ. Хамăр хаçатра эпир Çĕнĕ Чукалпа Пăчăрлă Пашьел ачисем Пулмантăш çăл куçĕсене тасатни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ.
Çак кунсенче муниципалитет округĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче тата бюджет сферинче ĕçлекенсем, волонтерсемпе тăван çут çанталăкăн ытти тусĕсем Çĕнĕ Шăмăршăпа Шăмăршă ялĕсем хушшинчи пĕве йĕри-таврашне тасатса тухрĕç. Пурĕ 200 метра яхăн тăрăшшĕ çыран хĕррине тасатнă, 5 кубла метр çỹп-çап пуçтарса свалкăна ăсатнă.
Çак ырă ĕçе маларах та тунăччĕ, субботника вун-вун çын хутшăннăччĕ.
Шел пулин те, хăш-пĕр çын ыттисен ĕçне хаклама пĕлмест çав, пĕве хĕррине çав-çавах тĕрлĕ ăпăр-тапăр пăрахса тултараççĕ. Çитĕннисенчен ачасем те тирпейсĕрлĕхе хăнăхаççĕ. Çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсене, муниципалитет округĕн патриочĕсене çакă хытă пăшăрхантарать.