Пĕрремĕшĕ хыççăн иккĕмĕшĕ
ÇĔР УЛМИНЕ ахальтен «иккĕмĕш çăкăр» тесе каламан. 100 грамм çĕр улминче 2 грамм _ белок, 0,4 грамм _ çу, 16 грамм углеводсем пур тесе çирĕплетеççĕ, тутăлăх хисепĕ 70-80 килокалорипе танлашать. Кусемсĕр пуçне, çак пахча çимĕçре сахăр тата С витамин та чылай, фосфор, цинк тата кремни микроэлементсем пур. Çĕр улминче кали хисепĕ бананринчен те нумайрах. Çак элемент юн пусăмне чакарма пулăшать. Çамрăк çĕр улмине хуппипех пĕçерсе çисен, организм кирлĕ чухлĕ натрипе кали илет.
Ахальтен мар ĕнтĕ «иккĕмĕш çăкăра» пурте лартса çитĕнтерме тăрăшатпăр, çак пахча çимĕçрен темиçе тĕрлĕ апат хатĕрлетпĕр.
Пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнчи фермерсем кăçал çĕр улмине 100 гектар ытла лаптăк çинче çитĕнтерчĕç. Çанталăк савăнтармарĕ пулин те, Анат Чаткасри Андрей Юнкеров, Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзин, Асанкассинчи Сергей Данилов фермерсем лайăх тухăç пуçтарса кĕртессе шанаççĕ.
Çак кунсенче «Россельхозцентр» ФГБУн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕн ертсе пыракан агрономĕсем Василий Ермошкинпа Светлана Вашур- кина тата хаçат корреспонденчĕ çĕр улми çитĕнтерекен фермерсем патĕнче пулчĕç. Эпир, ана çине çитсе, тухăç мĕнле пулассипе интереслентĕмĕр, чир-чĕр палăрăмĕсене тĕпчерĕмĕр.
Телее, чирлĕ çĕр улми çукпа пĕрех, фитофторăпа кĕрешсе, вăхăтра имçам сапнин усси пысăк. Август уйăхĕн иккĕмĕш çуррине кĕтĕмĕр пулин те, ÇĕнĕЧукалти Валерий Симурзин фермерăн «Невский» тата «Гулливер» сорт çĕр улми аври ем-ешĕл-ха.
_ Шăрăх çанталăкра çĕр улмине кỹлĕ шывĕпе шăварса тăтăм, _ пĕлтерчĕ Валерий Николаевич. _ Мордова кỹлли хĕррине мотопомпа лартрăм та, хире çити пăрăх тăсрăм. Курасчĕ сирĕн, мĕнешкел илемлĕ асамат кĕперĕ çĕкленчĕ çĕр улми уйĕ çийĕн!
Çитес çул фермер çак кỹлле чавса тарăнлатасшăн, ун чух шыв та нумайрах пухăнĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» шăварса тăни тухăçа нумай ỹстерессе шанать вăл.
Çанталăк лайăх тăрсан Валерий Симурзин 25 гектар çĕр улмине комбайнпа кăларасшăн. «Иккĕмĕш çăкăра» ял çыннисем те, кỹршĕллĕ Ульяновск облаçĕнче тата хамăр республикăри Улатăр муниципалитет округĕнче те туянаççĕ.
Асанкассинчи Сергей Данилов фермер 15 гектар «Жуковский ранний» сорт çитĕнтернĕ. Сăнамалла, 1-2 тĕмне чакаласа пăхрăмăр та, куç умне шултăра та таса темиçе штук улма тухса тăчĕ. Çак пахча çимĕçе хула çыннисем савăнсах туянасса шанма пулать.
Анат Чаткасри Андрей Юнкеров фермер та _ çĕр улми çитĕнтерекенсем хушшинче «шур сухал». «Жуковский раннийсĕр» пуçне, «Розара» сорт та ĕрчетет. «Розара» пысăк тухăçпа тата хăвăрт ĕлкĕрнипе палăрса тăрать, пĕр çĕр улмийĕ 80-115 грамм таять. Чи лайăххи _ гектартан 400 центнер ытла тухăç илме пулать. Ку сорт парша, çĕр улмин ракĕн, фитофтороз, ылтăн тĕслĕ нематода чирĕсене парăнмасть. Çак пахалăхĕсене хакласа, «Розара» сорта пирĕн муниципалитет округĕнче анлăрах сарсан аван пулмалла.
Валерий Симурзин, Андрей Юнкеров, Сергей Данилов, Дмитрий Юнкеров тата ытти фермерсем çĕр улми кăларма тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ хыççăн тỹрех пуçăнма шутлаççĕ. Техника юсавлă, упрамалли вырăн (хранилище) хатĕр.