Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн
Августăн 10-11-мĕшĕсенче Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров ертсе пыракан комисси вĕренỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан _ 8, шкулчченхи _ 4 тата хушма пĕлỹ паракан 2 учреждени ĕçне хак пачĕ.
Йышăну комиссийĕ шкулсемпе ача сачĕсен территорийĕсене, вĕсем çумне çирĕплетнĕ çĕр лаптăкĕсене, учрежденисен çурчĕсене, вĕренỹ пỹлĕмĕсене, спорт залĕсене, пищеблоксене, транспорт хатĕрлĕхне, пушартан тата терроризмран хỹтĕленмелли оповещени сигнализацине, видеосăнав камерисен шанчăклăхне тĕрĕслесе хакларĕ.
Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: пур учреждение те паянхи пурнăç ыйтăвĕпе тата вĕренекен ỹсĕмĕпе килĕшỹллĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ; пищеблоксем тата апат усрамалли пỹлĕмсемпе хатĕрсем требованисемпе килĕшсе тăраççĕ; пушар сигнализацийĕсем тĕрĕс ĕçлеççĕ, вут-кăвартан хỹтĕленмелли тата ăна сỹнтермелли хатĕрсем тĕрĕс-тĕкел упранаççĕ; кашни учреждение хỹмепе пỹлсе илнĕ, вĕсенче полицие чĕнсе илмелли кнопка вырнаçтарнă.
«Вĕренỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси» программăпа килĕшỹллĕн, Шăмăршă вăтам шкулне тĕпрен юсасси вĕçленнĕ. Хальхи вăхăтра Палтиел вăтам шкулне хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе хĕрỹ ĕç пырать.
Августăн 11-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан _ 7, шкулчченхи _ 4 тата хушма пĕлỹ паракан 2 учреждени ачасене йышăнма хатĕр. Палтиел вăтам шкулне кунти хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе йĕркеленĕ ĕç вĕçленсен тепĕр хут тĕрĕслĕç.
2023_2024- вĕренỹ çулĕнче округĕпе 1265 вĕренекен парта хушшине ларĕ, 388 шăпăрлан ача садне çỹрĕ.
Вĕрентỹ сферинче вăй хуракан ĕçченсемпе ертỹçĕсене округ комиссийĕ хăйсен тивĕçне чунтан тăрăшса пурнăçланăшăн тав тăвать, малашлăхра пысăк çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх сунать.
Августăн 16-мĕшĕнче республикăра, çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те, иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленес ыйту çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Ку _ ăнсăртран мар. Çитĕнекен ăру _ пирĕн малашлăх, Çĕр-шывăмăрăн пуласлăхĕ. Шанатпăр: Правительство, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсемпе ĕçченсем ачасене тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани парассишĕн хăйсенчен кирлине веçех тăвĕç.