Крылов купсан пысăк çылăхĕ
ÇАК событие асăнмасăр хăварсан, хамăр историе хисеплеменни пулĕччĕ. Шăпах 170 çул каялла - 1853 çулхи август уйăхĕн вĕçĕнче - Пăчăрлă Пашьел ялĕнчен çичĕ çухрăмри вăрманта тăла (сукна) фабрики тума пуçланă.
Паллах ĕнтĕ, хуть те мĕнле производство валли те чăн малтан шыв кирлĕ. Çак ыйту кунта çивĕч тăман: Шурă Пасна çырми ун чух тулли пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Чĕмпĕр купси Василий Петрович Крылов, стройка валли вырăн суйласа илнĕ чух: «Фабрикăн пуласлăхĕ пысăк, эпир Раççей çарне салтак тумĕпе туллин тивĕçтерме пултарăпăр», - тесе каланă.
Василий Петрович Крылов строительство ĕçне çирĕп контрольлесе тăнă, вăрман касса цехсем тума тата бараксем çĕклеме тара илнĕ çынсене хутшăнтарнă. Тăла фабрикине тунă çĕрте Пăва, Улатăр, Корсун, Кăрмăш уесĕсенчи хресченсем ĕçленĕ. Тепĕр çул - фабрика çурт-йĕрне хута ярсан - çак çынсем рабочи пулса тăнă.
Фабрика темиçе цеха пĕрлештернĕ, вĕсенче Раççейре тата ют çĕр-шывра туса кăларнă оборудовани вырнаçтарнă. Машинăсемпе оборудование вăйлă шыв сикки çавăрттаракан 25 лаша вăйлă темиçе двигатель ĕçлеттернĕ.
1860-çулта цехсенче 3 сортировка машини, çăм тасатакан - 28, тăла тĕртекен - 28, çăм преслакан - 4, çăм арлакан - 50, хатĕр тăлана касса чĕркекен - 3, алă вăйĕпе тăла тĕртмелли 80 станок пулнă. Фабрикăра 400 рабочи ĕçленĕ. Çулталăкра 120 пăт сурăх çăмне ĕçе кĕртсе, Раççей çарĕ валли тата пасарта ирĕклĕн сутма 80 пин аршăн чухлĕ кăвак, сăрă, хура тĕслĕ тăла туса кăларнă.
Фабрика Оренбург, Чĕмпĕр тата Самар кĕпĕрнисенчен çăм туяннă, çак чĕр тăвара Пăчăрлă Пашьелне çити харăсах 50 лавпа турттарнă.
Рабочисем çав тери йывăр ĕçре нушаланнă, пурăнмалли услови те тĕрме баракне аса илтернĕ.
Фабрика шăпи синкерлĕ вĕçленнĕ: 1887 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче çĕрлехи пысăк пушарта 15 рабочи çунса вилнĕ, мĕн пур çурт-йĕр кĕле çаврăннă.
Фабрикăна çĕнĕрен çĕклеме тăрăшакан тупăнман, рабочисем саланса пĕтнĕ. Вĕсем пурăннă паççулкка вырăнĕ, «Фабрика» ятпа, Шăмăршă муниципалитет округĕн историне кĕрсе юлнă.
Ульяновскри историпе краеведени обществин «Мономах» журналĕ çырнă тăрăх, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пушар хыççăн Крылов купса чире кайнă, мĕн виличченех вăл «куçне вутра асапланса çуннă çынсем курăннине» асăннă. Рабочисен вилĕмĕшĕн хăй тỹрремĕнех айăплă пулнине купса ăнланнă пулмалла. 1895 çулта Василий Петрович Крылов пурнăçран уйрăлса каять, хăй виличчен кăштах маларах чиркỹ валли çĕнĕ çурт ларттарса унта çылăхне каçарттарать.