«Çĕкленĕ часах çĕнĕ ферма» тет Фазулла Рахматуллов фермер
ВĂХĂТ питĕ хăвăрт шăвать çав. Иртнĕ çул вĕçĕнче Палтиелĕнчи хастар тутар, муниципалитет округĕн Пухăвĕн депутачĕ Фазулла Рахматуллов ятарласа чĕннипе мăйракаллă шултра выльăх усракан çĕнĕ ферма уçма хутшăнни халĕ те куç умĕнчех тăнă пек. 122 пуç вăкăр пĕр харăс мĕкĕрсе ярсан, темле хăватлă оркестр çак паллă кунпа саламланăн туйăнчĕ.
Çамрăк выльăхсене фермер Ульяновск облаçĕнчен туяннă, пурте _ таса ăратлă. Пысăк ĕçе пуçăнма ăна 10 миллион тенкĕ грант çĕнсе илни вăй панă. Унччен усăсăр ларнă кивĕ çурт-хуралта тĕпрен реконструкцилесе, урайне бетонласа, тислĕк кăларакан оборудовани вырнаçтарса, шыв кĕртсе, вентиляторсене хута ярса вĕр-çĕнĕ вите туса хунă. Ферма йĕри-тавра тимĕртен карта тытнă.
2023 çулхи ĕмĕт-шухăш пирки сăмах хускалсан депутат тепĕр ферма туса лартма палăртни çинчен пĕлтернĕччĕ. Ун чух фермер сăмахне шỹт вырăнне хурса çеç йышăннăччĕ: кашни çул пĕрер ферма çĕклеме укçа-тенкĕ ăçтан çитеретĕн? Тата строительство материалĕсен хакĕ те ĕрĕхсе кайнă...
Фазулла Сагадатуллович хăйĕн сăмахне çирĕп тытакан çын пулнине тепĕр хут ĕнентĕм. Уй-хирте ĕç вĕресе тăрать пулин те, фермер пысăк строительство пуçлама та май тупнă. 150 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрамалли фермăна кăçалах хута яма шутлать.
_ Хальхи вăхăтра хамăн çĕр çинче тырă çитĕнтернипе çеç нумай мала кайма çук, _ тет Фазулла Рахматуллов. _ Аш-какай туса илни яланах тупăшлă пулнă, çавăнпа та хиртен пухса кĕртнине «ферма витĕр» кăларма тăрăшатăп. Ял çыннисем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Халăхпа килĕштерсе пурăнмалла. Унчченхи колхоз пекех, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене те нушара пăрахмалла мар.
Эпĕ Фазулла Рахматуллов фермера çитес вырсарникун уявлакан Строитель кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларăм. Çĕр çынни пулсан та, чунпа строитель вăл, çакна çĕнĕ фермăсем çĕкленни те яр-уççăн çирĕплетет.