Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Фермер çăкăрĕ тăварлă» тесе ахаль каламан

«Фермер çăкăрĕ тăварлă»  тесе ахаль каламан

ÇУЛТАЛĂК пуçланнăранпах пирĕн фермерсем юлташĕсенчен салам сăмахĕ илтеççĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕнчи агропромышленность комплексĕ, кивелсе çитнĕ техникăран хăтăлса, çĕнĕрен туяннипе вăйлăланса пырать. Патшалăх ял хуçалăхне аталантарма пысăк пулăшу панипе тата вырăнта укçа- тенкĕ тупнипе, юлашки виçĕ çул хушшинче фермерсен техника паркĕ нумай çĕнелчĕ.
Акă январь уйăхĕнче Кахăрлă Шăхалĕнчи Геннадий Макаров фермера РСМ-142 ACROS-58S çĕнĕ комбайн туяннă ятпа саламланăччĕ. Геннадий Николаевичăн алли çăмăл пулчĕ: ун хыççăнах Анат Чаткасри Петр Майоров фермер çĕнĕ МТЗ-1523 трактор (4,75 миллион тенкĕлĕх) тата культиватор (1,55 миллион) туянчĕ. Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хуçалăхне вĕр-çĕнĕ МТЗ-82 кĕрлеттерсе çитрĕ.
Техника туянса ял хуçалăхне аталантармалли «60 тата 40» программăпа килĕшỹллĕн, Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов фермер 14 миллион та 900 пин тенкĕлĕх «Палессе CS-10» комбайнлă пулса тăчĕ.
Яланах çĕннине пурнăçа кĕртессишĕн чунтан тăрăшакан хастар чăваш - Шăмăршăри Александр Егоров фермер - пуринчен те ирттерчĕ: 18 миллион та 860 пин тенкĕ тăракан ака комплексĕ турттарса килчĕ. Çак комплекс пĕччен темиçе агрегата ылмаштарма пултарать. Механизатор кадрĕсем çителĕк- сĕр чухне çĕнĕ комплексăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.
«60 тата 40» программăпа усă курса юлас тесе, Олег Хлюкин фермер 14 миллион та 700 пин тенкĕлĕх «Палессе CS-10» комбайн илме васкарĕ. Олег Ана- тольевич çак хăватлă комбайна вырма ĕçĕсенче тĕрĕслесе пăхрĕ ĕнтĕ: «Çав тери шанчăклă техника, ЯМЗ йышши хăватлă двигатель топливăна нумай перекетлет, - çапла ырлать çĕнĕ «хир карапне» Олег Хлюкин. - Чăнах та, «ăслă» техникăна ятарласа вĕреннĕ çынна çеç шанма пулать: борт компьютерĕ, кăткăс электроника комбайнăн кашни узелĕ мĕнле ĕçленине тĕп-тĕрĕс кăтартаççĕ».
Савăнмалли тата пулчĕ: Пуянкассинчи Надежда Угарина фермер Беларус-1222 МТЗ трактор (4 миллион тенкĕлĕх) хуçи пулса тăчĕ.
2023 çулта муниципалитет округĕнчи аграрисем 88 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туянни - республикипех чи лайăх тĕслĕх шутĕнче.
«Шăмăршăсене мĕн пулнă? Юлашки вăхăтра кивĕ техника туянма пăрахрĕç, шавах çĕннине шыраççĕ», - тĕлĕнеççĕ кỹршĕсем.
Нимĕн те пулман: эпир çĕнĕлле пурăнма, çĕнĕ вăй-халпа ĕçлеме тытăнтăмăр - çавă çеç. Кивĕ техника ĕмĕрĕ иртрĕ ĕнтĕ. Унччен пире нумай усă кỹчĕç пулин те, кивелсе çитнĕ комбайнсемпе тата тракторсемпе, ака агрегачĕсемпе, выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăпа сыв пуллашма вăхăт.
...СТАТЬЯНА вĕçлесе «пăнчă» лартасшăнччĕ, Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО ертỹçи Артем Саблин мана тепĕр ырă хыпар пĕлтерчĕ: хуçалăх «Рост- сельмаш» компанипе 20 миллион тенкĕ тăракан «АКРОС-585» комбайн туянасси пирки калаçу пуçарнă.
Артем Олегович - çĕнĕлĕхшĕн тăрăшакан çын: мĕн те пулин тума шухăшларĕ пулсан, ĕмĕтне пурнăçа кĕртетех!
«Фермер çăкăрĕ тăварлă», - теççĕ пурнăçа ăнланакан çĕр ĕçченĕсем. Çăкăр чĕлли çине тăвар сапса çинĕрен каламан çакна. Тарпа тăварланнă фермер çăкăрĕ, çавăнпах хисеплĕ те. Хакне вара мĕнпе танлаштарма пулать-ши? Çак çăкăршăн илĕм-тилĕмпе тăрса уй-хире васканине, çур акинче пуçласа вырма вĕçленичченех канмалли кунсăр тата тăраниччен çывăрмасăр ĕçленине, сивĕ çанталăкшăн та, тỹсме çук шăрăхшăн та хытă пăшăрханнине шутласан, фермер умĕнче пуç тайса, тав сăмахĕ калас килет.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
04 сентября 2023
11:21
Поделиться