Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăрша çỹп-çап илем кỹмест

Шăмăрша çỹп-çап илем кỹмест

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитет округĕн пуçлăхĕсемпе, «Ситиматик» ООО операторĕпе тата контрольпе надзор органĕсемпе çак кунсенче ирттернĕ канашлура çỹп-çапа тасатса турттарас ыйтăва çивĕч çĕкленĕ. Республика Пуçлăхĕ çỹп-çап контейнерĕсем çитменнине йĕркесĕр пулăм тесе хакланă, кашни муниципалитет округĕнчех миçе контейнер кир лине кĕске вăхăтра палăртма, пĕр тăхтаса тăмасăр туянма хушнă.

2023 çулта йăлари хытă каяшсене турттарса тăрас ĕçри çитменлĕхсем пирки «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра та, «Про Шемурша» социаллă сетьре те пĕрре кăна мар çырнă.

2018 çултанпа республика йăлари хытă каяшсене тасатса тăмалли çĕнĕ система çине куçнă. Çак пĕтĕм ĕçе «Ситиматик Чувашия» ОООна шанса панă. Регионти оператор пулнă май, «Ситиматик Чувашии» ООО 1684 ялти çỹп-çапа турттарассине йĕркеленĕ. Йăлари хытă каяшсене, договор тăрăх, 10 организаци турттарса тăрать. Вĕсен 140 единица ятарлă техника пур.
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи йăлари хытă каяшсене Патăрьелĕнчи «Полигон» ООО турттарать. Çак кунсенче пирĕн редакцире асăннă организаци юрисчĕ Лев Уфуков пулчĕ, эпир ăна çỹп-çап турттарас ĕçри çитменлĕхсем çинчен пĕлтертĕмĕр.

_ Контейнерсене çум курăкпа, йывăç турачĕпе, резина кустăрмапа, аккумулятор батарейипе тултарса лартни пире хытă пăшăрхантарать, _ терĕ Лев Федорович. _ Эпир, договор тăрăх, йăлари хытă каяшсене çеç турттарма тивĕç.

Çỹп-çапа, ытти ăпăр-тапăра контейнер аяккине пăрахса тултарни те Шăмăршă муниципалитет округне илем кỹмест. Графикпа килĕшỹллĕн, эпир ялсене вăхăтра çитме тăрăшатпăр, тавралăха вараличчен, эпир киличчен кăштах кĕтни лайăхрах пулĕччĕ. Çỹп-çап тăкса контейнер йĕри-таврашне варалакансене, административлă майпа, 500 тенкĕрен пуçласа 2 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерни çинчен манас марччĕ.

Аса илтеретпĕр: хытă каяшсене тирпейлемелли реформăна хутшăнса, Чăваш Республикинчи Патăрьел, Муркаш тата Канаш муниципалитет округĕсенче çỹп-çапа сортлакан комплекс тума палăртнă. Патăрьелĕнчи комплекс, сăмахран, çулталăкра 30 пин тонна çỹп-çапа сортлама пултарĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
04 августа 2023
14:11
Поделиться