Путене кỹллине _ пулă тытма
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ПИРĔН тăрăхри пулăпа пуян вырăн пирки калаçу пуçарсан нумайăшĕ Шамккай кỹллине асăнать. Çав тери илемлĕ кунта: шывĕ _ тăп-тăрă, темиçе çăл куç тапса тăнипе, кỹлĕ çуллахи шăрăхра та тулли.
Шамккай кỹллине, ĕлĕкрех кунта пурăннă ирçесем: «Кочкодык эрьке», _ тесе каланă. Чăвашла куçарсан, «Путене кỹлли» тени пулать. Йĕри-тавра тыр-пул акса çитĕнтернĕрен, анлă хирте путене авăтни илтĕн нĕрен, çапла каланă пуль.
Кайса курăр Путене кỹллине: кунта пулă тытма та, шыва кĕрсе савăнма та, чечеклĕ çыран хĕрринче канма та лайăх. Хăвăр хыççăн тирпейлесе-тасатса хăварма çеç ан манăр!