Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пыл шăршиллĕ лапсăркка çăка

Пыл шăршиллĕ лапсăркка çăка

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


ÇĂКА _ пирĕн вăрманта анлă сарăлнă йывăç. Вăл 30-40 метр çỹллĕш ỹсме пултарать, 400-500 çул пурăнать. Хунав малтанхи 5 çул хуллен ỹсет, ун хыççăн вара çỹлелле хăвăрт кармашать.
Çăка йывăçĕпе _ столяр ĕçĕнче, çулçипе тата чечекĕпе медицинăра, фармацевтикăра анлăн усă кураççĕ.

Çак йывăç пыл нумай панипе те чапа тухнă. Пĕр гектар çăкалăх 500-1000 килограмм таран сиплĕ пыл пама пултарать. Шел те, кашни çулах пыл илейместĕн: вăтамран виçĕ çулта пĕрре çеç çăка чечекĕ утарçăсене пысăк савăнăç парнелет.

Çăка июнь уйăхĕн вĕçĕнче тытăнса июль уйăхĕн пуçламăшĕччен чечекре ларать, вĕлле хурчĕсем унта вăтамран 10 кун хушши вĕçсе нектар пуçтараççĕ.

Ытти пылпа танлаштарсан çăка пылĕ шăнса пăсăлнинчен сыватмалли чи лайăх эмел пекех шутланать. Çавăн пекех çăка пылĕпе гастритран, пĕвер тата пỹре чирĕсенчен, чĕре ыратсан, нерв системи хавшасан сипленеççĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
04 августа 2023
14:07
Поделиться