Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çăл куç шывĕ _ тăрă шыв

Çăл куç шывĕ _ тăрă шыв

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


ВОДОПРОВОД шывĕпе танлаштарсан çăл куç шывĕ хăйĕн тытăмĕпе тата хытăлăхĕпе уйрăлса тăрать. Çăл куç шывĕнче натри, кали тата фторидсем сахал. Çак шывра йывăр металсемпе нефтепродукт хутăшĕ те, хлор та çук.

Пулмантăш çывăхĕнчи Таса (Çвяттуй) çăл шывне лабораторире тĕрĕслеттерни унта биокарбонатсем, кали, кальци, магни, натри, сульфатсемпе хлоридсем пуррине кăтартса панă.

Çак микроэлементсем çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ мар. Чĕрĕ шыв организма тасатать тата кислородпа пуянлатать, юн пусăмне йĕркене кĕртет.

Апла пулин те, тухтăрсем лайăх пĕлмен çăл куç шывне вĕретмесĕр ĕçме сĕнмеççĕ. Турист походне кайнă чух хăвăрпа пĕрле шыв илсен лайăх.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
04 августа 2023
13:58
Поделиться