Кайăк кăвакал
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
КАШНИ çуркуннех вĕçсе килеççĕ вĕсем пирĕн тăрăха. Вăрманти кỹлĕре е йỹçлĕхлĕ вырăнта йăва çавăраççĕ те çăмарта туса чĕпĕ кăлараççĕ. Хура кĕркунне каллех ăшă енне вĕçсе каяççĕ.
Пирĕн енче ытларах «кряква» текен кайăк кăвакал тĕл пулать. Çак кăвакал кĕркунне 1700 грама яхăн таять. Çавăнпа та сунарçăсем ăна тытма хапăлах тăраççĕ.
Кайăк кăвакал чĕпписем икĕ уйăхран вĕçме тытăнаççĕ. Çак вĕçен кайăкăн тăшман нумай: тилĕ, курак-çăхан, хурчăка, кỹлĕре пурăнакан çăткăн çăрттан чĕпсене тытса çиме пултарать.
Кăвакалсем шывра питĕ лайăх ишеççĕ тата чăмаççĕ. Чĕпписем малтан вĕтĕ хурт-кăпшанкăпа тата личинкăсемпе, каярахпа курăкпа тăранса пурăнаççĕ
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.