Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Африка мурĕ пур-и?

Африка мурĕ пур-и?

Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


КĂÇАЛХИ июнĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче хир сыснине тытма ирĕк паракан сунар сезонĕ официаллă йĕркепе уçăлнă.

Июлĕн 11-мĕшĕнче республикăри ветлаборатори, сăнав пробин черетлĕ мониторингне ирттернĕ чух, «Шемуршинское» сунар лаптăкĕнче тытнă хир сыснин ашĕнче Африка мурĕн (чума) вирусне тупса палăртнă. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, уйрăм хушу пуличчен, сунар лаптăкĕнче карантин туса хурасси çинчен Указ йышăннă.

Егерьсем «Шемуршинское» сунар лаптăкне пĕр кун та куçран вĕçертмеççĕ. Африка мурĕ пуррипе çуккине тĕплĕн тĕпчесе пĕлес тесе, çак кунсенче сунар лаптăкĕнче тата икĕ хир сыснине пăшалпа персе тытнă. Икĕ тискер кайăк ашĕн пробинче те Африка мурĕн вирусĕ пурри курăнман.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунсенче июлĕн 11-мĕшĕнче йышăннă хăйĕн Указне пăрахăçлани çинчен пĕлтернĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
04 августа 2023
14:01
Поделиться