Шăмăршăсем _ малтисен йышĕнче
ÇАК кунсенче Тăвай муниципалитет округĕнче Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен учрежденире ĕçлекенсен кашни çулах пулакан ăмăртăвĕ иртрĕ, унта пушарпа çăлав спорчĕн тĕрлĕ енĕпе вăй виçрĕç.
Ăмăртăва республика хулисемпе округĕсенчен килнĕ 12 команда хутшăнчĕ. 100 метра чăрмавсене çĕнтерсе чупса тухасси, вĕренỹ башнин тăваттăмĕш хутне штурм чикмекĕпе хăвăрт улăхасси, пушар автомобильне вут-кăвара сỹнтерме кĕске вăхăтрах хатĕрлесе çитересси Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн çăлавçисемшĕн кăткăс пулмарĕ. Пирĕн командăри И.Матвеев, М.Хайлов, О.Харитонов, С.Ялуков тата В.Тенишев, яланхи пекех, вăр-вар та хастар пулнине кăтартса пачĕç.
Штурм чикмекĕпе тăваттăмĕш хута питĕ хăвăрт хăпарса, Шăмăршăри ПЧ-42 командăн отделени командирĕ М.Хайлов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пушар автомашинине вут-кăвара сỹнтерме çийĕнчех хатĕрлесе çитернĕшĕн, ПЧ-42 командаи пĕрремĕш вырăна тухни çинчен пĕлтерчĕç.
Призерсене пуçтарăннă балсем тăрăх палăртрĕç. Команда зачечĕпе Муркашри ПЧ-37 _ пĕрремĕш, Тăвайри ПЧ-45 _ иккĕмĕш, Шăмăршăри ПЧ-42 виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Шăмăршă муниципалитет округĕн чысне çакăн пек çỹллĕ шайра хỹтĕленĕшĕн пирĕн командăри хăюллă та çирĕп вăйхаллă çынсене _ огнеборецсене _ чун-чĕререн саламлатпăр, ĕçре тата пурнăçра ăнăçу сунатпăр.