Аваллăх манăçмасть
Илемлĕ-ҫке чӑваш ялӗ хӑйӗн йӑли-йӗркипе, ӑста алӑллӑ ҫыннисемпе.
Акӑ Кивӗ Чукалта пурăнакансем ӗлӗкхи ырӑ
йӑласене асра тытса пурăнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫеҫ-ха кунта «Утӑра» ятлӑ уяв ирттерчӗҫ. Таври ялтан курма пуҫтарӑнчӗҫ, пурте пӗрле савӑнчӗҫ.
Ялта килти пахчара ял хуҫалӑх культурисем ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫурлапа вырса кӗлте ҫыхаҫҫӗ, кайран тӑпачӑпа ҫапса хывӑхран тасатаҫҫӗ, таса тырра
пӳлмене хываҫҫӗ.
Ҫак йӑла-йӗркене уйрӑмах ваттисем килӗштереҫҫӗ.
92 ҫула кайнӑ Ефим Алексеевичпа Александра Алексеевна Ильинсем пире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗҫ.
Курӑр-ха, мӗнле маттур вӗсем!
Мӗнех, ҫирӗп сывлӑх, илемлӗ ватлӑх сунар ӗҫчен Кивӗ Чукал ҫыннисене!
Н.ИЛЬИНА.
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ